Пушар та шыв-шур ан кӳччĕр хĕн-хур
Çуркунне çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх тăруках пысăкланать. Шыва кĕмелли тапхăр та çывхарать — çынсем шывра путас хăрушлăх ӳсет. Апла тăк паян сыхлăх ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Вĕсене ытларикун Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов вăрмансене пушарсенчен упрас ыйтупа сăмах илчĕ. Кăçал çак ĕç валли 25 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, çак виçен пысăк пайĕ — 19 миллионĕ — федераци бюджетĕнчен. Техникăн 164 единици, сотрудниксем ĕçе хатĕр. Çапла тума ан тивтĕр те, анчах кирлĕ пулсан вăрман хурал службин вăйĕсемсĕр пуçне вут-çулăмпа кĕрешмешкĕн вăрмансен арендаторĕсен техникине, вĕсен çыннисене те явăçтарма палăртнă. Лару-тăрăва сăнаса тăма видеокамерăсем пулăшаççĕ. 9 камерăна сотовăй çыхăну вышкисем çине Улатăр, Шăмăршă, Çĕмĕрле округĕсенче вырнаçтарнă — тĕтĕм тухнине çийĕнчех тата инçетренех асăрхама, васкавлă мерăсем йышăнма май пур.
Министр вăмансенчи пушарсем нумай чухне айккинчен, сăмахран, ял хуçалăх çĕрĕсем çинчен килекен вут-çулăмпа сăлтавланнине палăртрĕ. Пĕлтĕр Раççей вăрманĕсенчи кашни виççĕмĕш пушар çакнашкал сăлтавпа пулнă. Эппин, профилактика ĕçне вăйлатмалла. Шел те, Чăваш Енре пĕлтĕрхи типĕ курăка, хăмăла çунтарас йăла ниепле те кăкланса пĕтеймест, çакă инкек кӳресси те часах. Паллах, вăрманçăсем хăйсем те кĕрĕк арки йăваласа лармĕç. Калăпăр, вăрмансенче минерализациленĕ хӳтлĕх йĕрĕсем тăвасси, çулăм типĕ курăк тăрăх сарăласран хӳтĕленме сухаласа вăрмансене ытти лаптăкран уйăрасси çине алă сулма юрамасть — ку енĕпе ĕçлеççĕ..
Юхан шывсем çинче çăлавçăсене хĕлле пулăçсем лăпкă пурăнма памаççĕ, çулла — шыва кĕрекенсем. Раштав пуçламăшĕнче ГЭС хыçăнче пăр катăлса кайнине пула 33 пулăç хăрушлăха лекни манăçман-ха. Вĕсене çăлавçăсен çыран çине илсе тухма тивнĕ. Пăр çине транспорт хатĕрĕсемпе тухма халь саккунпах чарнă та — çынсем асăрхануллă пулма тăрăшни сисиĕнет. Çапах çăмăлттайсем пурпĕр пур — кунашкаллишĕн хĕллехи тапхăрта 11 çынна административлă майпа штрафланă.
Халь шыва кĕмелли вырăнсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Чăваш Енĕн шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов хăй ертсе пыракан служба çичĕ теçеткене яхăн заявка йышăннине çирĕплетрĕ. Юхан шывсемпе кӳлĕсен тĕпне водолазсене явăçтарсах тĕпчеççĕ, тасатаççĕ. Тем те тупăнать — ванчăк кĕленчерен тытăнса металл конструкцисем таранах. Шыв тĕпĕнче шăтăксем, ытти хăрушлăх çук-и — çакна та тĕрĕслесе хаклаççĕ. Водолазсем тунтикун Муркаш округĕнче пулнă, çывăх вăхăтра ытти муниципалитета та çитмелле. Николай Иванович Сĕнтĕрвăрринче водолазсен виçĕ çынран тăракан ушкăнĕ дислокациленессине çирĕплетрĕ — пулăшу кирлĕ пулсан вĕсене текех Шупашкартан чĕнме тивмĕ.
Вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин ачасен çуллахи канăвĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе йышăннă мерăсемпе паллаштарчĕ. Лагерьсенчи пĕрремĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пуçланать. Кăçал 43 пин ытла ача канăвне йĕркелеме палăртнă. Кашни лагерĕн хăрушсăрлăх паспорне хатĕрленĕ. Пуринче те сигнализаци, видеосăнав, хурал пур.
Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская унăн ведомстви хăш-пĕр лагерьте тупса палăртнă çитменлĕхем çинчен каларĕ. Апат-çимĕç блокĕсене, вĕсенчи оборудование, канализацие, ыттине юсамалла. Вак-тĕвек пек, анчах çав вак-тĕвексенчен пĕтĕмĕшле ӳкерчĕк сăнланать. Юлнă вăхăтра çак çитменлĕхсене пĕтермелле. Надежда Феофановна пĕлтĕр лагерьсенче шыв, ĕçме-çиме пахалăхĕ тивĕçтермен тĕслĕхсем пулнине те аса илтерчĕ — Çĕнĕ Шупашкарти лагерьте фальсификациленĕ апат-çимĕç тупни таранах. Паллах, кăçал çак самантсене шута илмелле — ачасене унашкаллинчен шанчăклă хӳтĕлемелле.
МЧСăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Большов вара «Бригантина» тата «Звездный» лагерьсенче хăвăрт пухмалли конструкцисенчен тума палăртнă çĕнĕ икĕ корпус тĕлĕшпе «уйрăм çитменлĕхсем» тупни çинчен каларĕ. Кайран чăрмавсем тухса тăрасран сыхланмашкăн вĕсене халех, проект шайĕнче чухне, пĕтерме сĕнчĕ. Ку асăрхаттару республика Пуçлăхне Олег Николаева сисчĕвлентерчĕ: «Мĕнлерех çитменлĕхсем?» МЧС представителĕ тĕрлĕ кăлтăк, çав шутра проектпа — эвакуаци çулĕсен сарлакăшĕпе — çыхăннисем пуррине палăртрĕ.
Аса илтерни вырăнлă: çав корпуссене тăвассине республика федераци шайĕнчи ачасен кану объекчĕсене хута ямалли проекта хутшăнса çĕнсе илнĕ, укçи та — пĕтĕмпех тенĕ пек федераци бюджетĕнчен. Хăвăрт пухмалли асăннă конструкцисем — ятарласа ачасем валли хатĕрленĕскерсем, апла тăк пушарнăйсем асăрхамалли çитменлĕхсем те пулмалла мар пек. Вĕсен сыхлăхĕ «пуç çапма хушсан çамка çурнă» йышши тĕслĕх кăна мар-ши? Олег Николаев хайхи корпуссене çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнине аса илтерчĕ, эппин, проекта çĕнетесси-тӳрлетесси пирки калаçу та пулма пултараймасть. Апла пулин те Олег Алексеевич Вĕрентӳ министерствине, тивĕçлĕ ытти тытăма ĕç-пуçа ырана хăвармасăр тишкерме, МЧС енчен тухса тăнă ыйтусене сирме хушрĕ.