Комментари хушас

22 Пуш, 2023

Уя иртерех тухăпăр

Ял хуçалăх предприятийĕсем çуракине хатĕрленеççĕ. Ыйту пысăк пĕлтерĕшлине кура ăна юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче те сӳтсе яврĕç.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хĕлле юр-çумăр ытти çулхи вăтам кăтартуран сахалрах пулнă. Çывăх вăхăтра çумăрсем çумалла, «плюслă» температура çирĕпленесси ытти чухнехинчен пĕр эрне маларах пулать. Эппин, çуракине те маларах тухма тивет-тĕр.

Уйрăм хуçалăхсем çурхи ĕçсене пуçăннă та ĕнтĕ — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче техникăна уя кăларнă. Тĕрлĕ культурăн акса-лартса хăварнă лаптăкĕсем кăçал пĕтĕмпе 550 пин гектарпа танлашмалла — пĕлтĕрхинчен кăшт кăна ытларах. Çав шутра тĕш тырă культурисем 305 пин гектар йышăнĕç. Çуркунне акмалли лаптăксем — 310 пин гектар.

Инна Вячеславовна усă курмасăр выртакан ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртесси çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Унашкаллисен лаптăкĕ республикăра çав-çавах пысăк-ха — 27,6 пин гектар. Ку сухалакан мĕн пур çĕрĕн 3,7% танлашать. Юлашки çичĕ çулта 127 пин гектар «çерем çĕре» пусă çаврăнăшне тавăрнă. Кăçал 10 пин гектара ĕçе кĕртесшĕн. Тивĕçлĕ плана муниципалитетсемпе пĕрле тишкерсе çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енре йӳçек çĕрсен лаптăкĕсем нумай – вĕсене извеçлемелле, ку енĕпе те плансем пысăк. Хуçалăхсене çĕр йӳçеклĕхĕпе кĕрешме патшалăх та укçа уйăрса пулăшать.

Кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем кĕрхисене 81 пин гектар çинче акса хăварнă. Калчасем аван хĕл каçнă — пĕтнĕ лаптăксем çукпа пĕрех. Халь калчасене апатлантарс тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вăрлăх 50 пин тонна пулнă — кирлин 105% чухлĕ. 93% — кондициллĕ. Чылай муниципалитет округĕнче ку кăтарту 100% танлашать. Халь аграрисем минерал удобренийĕсем турттараççĕ. Хальлĕхе 28,5 пин тонна туяннă. Çунтармалли-сĕрелли материалсене кирлин çурри чухлĕ туяннă, ыттине те çывăх вăхăтра кӳрĕç.

Техника тĕлĕшпе те, Инна Волкова шучĕпе, чăрмавсем пулмалла мар. Унăн 98% уя тухма хатĕр. Юлашки çулсенче аграрисем техникăна самаях çĕнетме пултарнă. Çав шутра — патшалăх пулăшнипе. Ял хуçалăх предприятийĕсем çăмăллăхлă кредитсемпе усă курма пултараççĕ. Патшалăх АПКна кӳрекен пулăшу виçи кăçал 5,8 миллиард тенкĕпе танлашалла. «Ресурссем çителĕклĕ, — пĕтĕмлетрĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан, — çакă çур акине виçеллĕ кĕске вăхăтра — 14-15 кунра — вĕçлеме май памалла».

www.hypar.ru
 

Рубрика: