Призерсен йышне кĕнĕ

27 Пуш, 2023

Хусанта шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри искусство /тĕнчери ӳнер культури/ олимпиадин пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Унта Раççейĕн 72 субьектĕнчен 247 ача хутшăннă. Палăртмалла: кăçал олимпиадăна хутшăнакансем валли кăсăклă вĕренӳ программисем, культура мероприятийĕсем, Педагогпа наставник çулталăкне халалланă уçă лекци йĕркеленĕ. Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Кирилл Карсаков олимпиадăн призерĕ пулса тăнă. Пĕлӳ тĕрĕслевĕ икĕ турпа иртнĕ. Теори пайĕнче ачасем искусство предметне мĕнле пĕлнине кăтартнă: видеоматериалсемпе ĕçлесе живопиç ĕçĕсене, палăксене тишкернĕ. Пултарулăх пайĕнче искусствăсен шкулĕн проектне хатĕрлемелле пулнă.

www.hypar.ru Obrazov.cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас