Çĕртме уйăхĕнче туй тăвакансен пурнăçĕ сахăр пекех пылак пулать теççĕ. Утă уйăхĕнче пĕрлешекенсем вара ĕмĕрне хитре те хаваслă ирттереççĕ имĕш. Çĕртме уйăхĕнче туй кĕрлеттерекенсем вара мĕн виличченех пĕр-пĕрне юратĕç.
"Пирĕн ял - çырма-çатраллă. Ун урлă йĕркеллĕ каçаймăн-тумтире куршанак çыпăçса тулать. Ку чухне ял сăнне яракан ÿсен-тăрана çулакан çук. Эпĕ 80 çула çитрĕм пулсан та пахча хыçĕнчи çырмари хыт хурапа пиçене вăхăтра çулатăп. Мана çак ĕçе пурнăçлама никам та хушмасть.
Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин çуралнă кунĕнче «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектпа килĕшÿллĕн Наци библиотеки умĕнчи лапамра Ача-пăча кĕнекин фестивалĕ иртет.
Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче чылай çул пĕрле килĕштерсе ĕçлекен Любовь Ивановăпа Елена Андреевăна, Анжела Бикининăпа Надежда Ильинана пĕр шухăш-тĕллев пĕрлештерет: 2015 çулăн пĕрремĕш çулĕнче те хаçата-журнал тусĕсен йышĕ ан чактăр, палăртни пурнăçлантăр.
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Урпашри «Ювтук» туристсен клубĕн членĕсем - Максим Николаев, Людмила Садикова, Дмитрий Бородкин тата Çĕнĕ Шупашкарти Игорь Ильин Пушкăртстанран таврăннă. Унта вĕсем Пысăк Иремель тăвĕ çине хăпарнă.
Ача çурални яланах телей. Патăрьел район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ 7 уйăхра 299 пепке çуралнă. Вĕсен йышăнче 165 арçын ача, 134 хĕр ача.
Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку тăрăха кăçал 22 «çĕнĕ кайăк» нумайрах килнĕ. Арçын ачасене ашшĕ-амăшĕ ытларах - Артем, Арсений, Максим, Антон, хĕр пĕрчисене вара Анна, Аделина, Азалия, Екатерина ятсене хурать. Çырăнмасăр пĕрле пурăнакан çемьесенче 57 ача çут тĕнчене килнĕ. Çул çитмен икĕ амăшĕ пепкеллĕ пулнă.
Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Йĕпреç районĕнчи Хыркассин ирĕкелле саланнă ывăл-хĕрĕ те тăван тăрăхшăн тунсăхлать.
Çак кунсенче Тăвай районĕнчи Улянкăра пурăнакан Илья Иванов 95 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе ветерана Йăнтăрччă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Уськина саламланă. Раççей Президенчĕн саламне тата асăнмалăх парне парса çирĕп сывлăх суннă.