Пысăк Иремель тăвне парăнтарнă

12 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Урпашри «Ювтук» туристсен клубĕн членĕсем - Максим Николаев, Людмила Садикова, Дмитрий Бородкин тата Çĕнĕ Шупашкарти Игорь Ильин Пушкăртстанран таврăннă. Унта вĕсем Пысăк Иремель тăвĕ çине хăпарнă.

Хăйсен çул çÿревне вĕсем Физкультурник кунне халалланă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пĕлтернĕ тăрăх - вĕсен маршручĕ питĕ интереслĕ пулнă. Сивĕ, çав вăхăтрах хăвăрт юхакан шывсем, шĕвĕр чулсем, Пысăк тата Пĕчĕк Иремель тăвĕсен илĕртÿллĕхĕ спортсменсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Пысăк Иремель тăвĕ 1582 метр çÿллĕш пулни паллă. Ăна çамрăксем ултă кунра парăнтарнă. Телее, çак тапхăрта хĕвеллĕ çанталăк тăнă.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: