Çырăнма - чечеклĕ кĕпепе
Çĕртме уйăхĕнче туй тăвакансен пурнăçĕ сахăр пекех пылак пулать теççĕ. Утă уйăхĕнче пĕрлешекенсем вара ĕмĕрне хитре те хаваслă ирттереççĕ имĕш. Çĕртме уйăхĕнче туй кĕрлеттерекенсем вара мĕн виличченех пĕр-пĕрне юратĕç.
Çурла уйăхĕнче çĕнĕ çемье чăмăртакансен йышĕ уйрăмах пысăккине палăртаççĕ Мăшăрлану керменĕнче ĕçлекенсем. Паян çамрăксем туйра йăлана кĕнĕ шурă кĕпепе шурă пĕркенчĕк кăна тăхăнмаççĕ. Хăшĕсем ЗАГСА байкерсен е сунарçăсен тумĕпе пыраççĕ. Çав вăхăтрах çут çанталăкăн вăхăтне шута илсе çуллахи, илемлĕ çеçкеллĕ кĕпепе чечексенчен çыхнă пуç кăшăлĕ, шлепке тăхăнса çырăнакансем те пур. Сăмахран, çак кунсенче Канаш тăрăхĕнчи пĕр мăшăр вара черчен те илĕртÿллĕ тумĕпе Мăшăрлану керменĕнче ĕçлекенсене кăна мар, туя пухăннă мĕн пур çынна тыткăнланă.
К.ВОЛЬНАЯ