"Хыпар", 157 /26563/ №, 2014, çурла, 13

13 Çурла, 2014

"Пирĕн ял - çырма-çатраллă. Ун урлă йĕркеллĕ каçаймăн-тумтире куршанак çыпăçса тулать. Ку чухне ял сăнне яракан ÿсен-тăрана çулакан çук. Эпĕ 80 çула çитрĕм пулсан та пахча хыçĕнчи çырмари хыт хурапа пиçене вăхăтра çулатăп. Мана çак ĕçе пурнăçлама никам та хушмасть. Чун ыратнипе алла çава тытатăп",- çырать Элĕк районĕнчен Вениамин Архипов. Тĕплĕнрех - "Тирпейсĕрлĕх чун-чĕрене ыраттарать" материалта.

Паян эпир темшĕн хăна-вĕрле пухма пăрахрăмăр. Хамăр та хăнана çÿреместпĕр. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Тепĕр тесен, кирлех-ши паянхи çынна хăнана çÿрени? "Мĕншĕн хăнана çÿреместпĕр?" материала вуласан асăннă ыйтусен хурапвне тупма пулĕ.

Тăвай районĕнче ял туризмне аталантарас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Енĕш Нăрваш ялĕнчи Сергей Дмитриев пуçарăвĕпе юхăннă сад вырăнĕнче "Упа кĕтесĕ" ятлă кану бази йĕркеленĕ. Унта чăваш йăли-йĕркине пăхăнса çурта ерешлесе илемлетнĕ, хура мунча лартнă, беседка та пур... Тĕплĕнрех - "Ялта та канма аван" материалта.

Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнчи спортсменсем çак кунсенче Пушкăртстанран таврннă. Унта вĕсем 6 кун хушшинче Пысăк Иремель тăвне парăнтарнă. Çул çÿреве çамрăксем Физкультурник кунне халалланă.

Теги: