Тĕллев - хаçатсен тиражне упрасси

12 Çурла, 2014

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче чылай çул пĕрле килĕштерсе ĕçлекен Любовь Ивановăпа Елена Андреевăна, Анжела Бикининăпа Надежда Ильинана пĕр шухăш-тĕллев пĕрлештерет: 2015 çулăн пĕрремĕш çулĕнче те хаçата-журнал тусĕсен йышĕ ан чактăр, палăртни пурнăçлантăр.

- Çырăнтару йывăррăн иртессе халех туятпăр, - тет Елена Александровна пуçлăх. - Пичет кăларăмĕсене, тĕпрен илсен, унччен çывăх туслашнисем çеç çырăнаççĕ, анчах вĕсен йышĕ çулсерен чакать. Ваттисен вара куçĕ курмасть. Çавăншăнах çырăнасшăн мар. Çамрăксене Интернет ĕмĕрĕнче хаçат-журнал вулаттараймăн. Ака уйăхĕнчен хак ÿсни те ура хурать. Пирĕн шухăшпа, çак утăма тĕплĕн шухăшламасăр тунă, хака ытти çулти пек пĕчĕккĕн хăпартма май пулнах.

Кашни çыхăну уйрăмĕнчех Тăрмăшри евĕр хастарсем пулсан чăваш пичечĕ малашне те йĕркеллĕ кун çути курасса шанас килет.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.