Ача-пăча фестивалĕ чĕнет
13 Aug, 2014 | Хула

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин çуралнă кунĕнче «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектпа килĕшÿллĕн Наци библиотеки умĕнчи лапамра Ача-пăча кĕнекин фестивалĕ иртет.

Унта çамрăк вулакансем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма, ашшĕ-амăшĕ вара килти вулавăша пуянлатма пултарĕ. Фестивале Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ çак кăларăмĕсем пуянлатĕç: Александр Галкинăн «Аптраман Раман», Светлана Гордеевăн «Карçинккари кăмпасем», Людмила Сорокинăн «Кĕр палли», Дмитрий Суслинăн «Юрапи», Александра Сапожниковăн «Приключения Конфетки и Печеньки», Измаил Изембекăн «Чун хуралçи», Николай Ершовăн-Янгерăн «Ачаш ачалăх», Альбина Юратун «Туслă çемье», Михаил Васильевăн «В Африку!» тата ытти те. Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - асăннă фестиваль ытти мероприятирен ăс-хакăл паракан пысăк программа пулнипе уйрăлса тăрĕ. Кунта çамрăк вулакансене илĕртÿллĕ «çул çÿревсем», конкурс- викторинăсем, ăсталăх сехечĕсем кĕтĕç. Çавăн пекех аниматорсен шоувĕ пулĕ.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Р.АНАТОЛЬЕВА