Пĕрре лайăх, иккĕ тата лайăхрах

12 Çурла, 2014

Ача çурални яланах телей. Патăрьел район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ 7 уйăхра 299 пепке çуралнă. Вĕсен йышăнче 165 арçын ача, 134 хĕр ача.

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку тăрăха кăçал 22 «çĕнĕ кайăк» нумайрах килнĕ. Арçын ачасене ашшĕ-амăшĕ ытларах - Артем, Арсений, Максим, Антон, хĕр пĕрчисене вара Анна, Аделина, Азалия, Екатерина ятсене хурать. Çырăнмасăр пĕрле пурăнакан çемьесенче 57 ача çут тĕнчене килнĕ. Çул çитмен икĕ амăшĕ пепкеллĕ пулнă.

Иртнĕ 7 уйăхра Патăрьел хутлăхĕнче ултă йĕкĕреш çуралнă. 2013 çулти çак тапхăртипе танлаштарсан - виçĕ йĕкĕреш ытларах. 31 ачан ашшĕ «тупăннă».

Р.ВОЛЬНАЯ.

Автор: