Новости по теме

2 Авăн, 2014

«Шупашкар спорт хули пулнине пурте пĕлччĕр»

Ĕнер Правительство çуртĕнче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

2 Авăн, 2014

Сăнĕ тĕнче уçлăхĕнчен те курăнĕ

Андриян Николаев космонавт ентешĕсем мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шуршăлти космонавтика музейĕ çак кун тĕлне 20 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - «Уйри агросăн» проект.

2 Авăн, 2014

Владислав СОФРОНОВ: «Халăх шанăçне тивĕçни - пысăк чыс»

Владислав Васильевич Софронов Канаш районĕн тилхепине тытни сакăр çул. Вăл килнĕренпе администраци ĕçĕ-хĕлĕнче чĕрĕлĕх палăрать, район кăтартăвĕсем лайăхланнă. Ахальтен мар ăна Чăваш Енри муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ырласа калаçрĕ: «Питĕ пултаруллă ертÿçĕ.

2 Авăн, 2014

Юрă-кĕвĕ ытамĕнче

Шупашкарта пурăнакан Валерьян Казаковпа курнăçма кăмăллă. Сасси уçă, янăравлă. Ахальтен мар-тăр Шупашкарти «Салют» кермен çумĕнчи «С песней по жизни» фольклор ушкăнĕнче юрăсем шăрантарать вăл.

- Юрă-ташă маншăн - иккĕмĕш çунат. Сассăм та, вăй-халăм та пур. Пĕлетĕр-и, «Вĕç-вĕç куккук», «Шăнкăрав курăкĕ» юрăсене тахçанах чĕре патне хывнă эпĕ. Вырăс юрри те чылай манăн репертуарта. Сăмахран, хăть хĕрарăмсем шăрантараççĕ пулин те, «Белым снегом» юрра çав тери юрататăп... Вăрнар тăрăхĕпе çыхăннă юрă-кĕвĕ те лăплантарать мана.

2 Авăн, 2014

«Аэлитăна» чăвашла вулар-и?

Литература ани улăх-çаран пекех. Иккĕмĕшĕ тĕрлĕ чечекпе илемлĕ тĕк - пĕрремĕшĕ хайлавсемпе кăна мар, куçару, критика ĕçĕпе пуян пулмалла. Чăваш литературинче куçарусем пĕр тапхăр сахал пичетленчĕç, халĕ çак туртăм çĕнĕрен вăй илнĕн туйăнать. Акă, сăмахран, юлашки вăхăтра Алексей Леонтьевăн куçарăвĕсем нумай пичетленеççĕ.

2 Авăн, 2014

"Яваплăха туйса вĕренсен çулăр такăр пулать"

Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, таса та тирпейлĕ пÿлĕмсем, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулнă зал - çакăн пек ÿкерчĕкпе кĕтсе илчĕ хăйĕн студенчĕсене, вĕрентекенĕсене, хăнасене Мускав патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕ - Шупашкарти политехника институчĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче.

2 Авăн, 2014

Пĕлÿ пухма шăнкăрав йыхравларĕ

Хăмăр кĕпен пĕрмисене сăмса тăррине тар тухиччен якатнă, крахмалланă шап-шурă çухине çĕлесе хунă, сумкăна тетрадь-ручка чиксе хатĕрленĕ, ирхине çывăрса тăрсан пÿрт умĕнчи пахчаран чи хитре чечексенчен уяв çыххи хатĕрлесси кăна юлать. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕнхи куна çапла миçе хутчен чăтăмсăррăн кĕтмен-ши! Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа кăна мар, аслă вĕренÿ заведенийĕн сакки çинчен тăнăранпа та чылай вăхăт иртрĕ пулин те авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ килсе çитмессерен чуна ырă варкăш кăтăклать. Юратнă вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем аса килеççĕ.

Pages