Самбопа туслисем паттăр та хăюллă

2 Авăн, 2014

Пĕлÿ кунĕнче Шупашкарти «Четра» самбо шкулĕ уçăлнăранпа 10 çул çитнине паллă турĕç. Çавна май уява сумлă хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕ Михаил Болотин, Европа тата РФ самбо федерацийĕн президенчĕ Сергей Елисеев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ыттисем.

Республикăри самбо федерацийĕн председателĕ тата «Четра» спорт шкулĕн никĕслевçи Евгений Селиванов ертсе пынипе вĕсем «Промтрактор» пĕрлешĕвĕн физкультурăпа спорт комплексĕпе, самбо шкулĕпе паллашрĕç: тренажер залне, бассейна, тренировка ирттермелли залсене кĕрсе курчĕç. Палăртмалла: юлашки çулсенче кунта турнирсем йĕркелеме çĕнĕ спортзал çĕкленĕ, спорт хатĕрĕсем туяннă, спорт лапамне çĕнетнĕ, çăвăнмалли тата хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсене, вентиляци тытăмне юсанă. Хăнасем спортсменсем ăмăртусене епле хатĕрленнипе те кăсăкланчĕç, тренерсемпе тата çамрăк спортсменсемпе калаçрĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх - шкулта ăмăртусем йĕркелеме, тренировка ирттерме, сывлăха çирĕплетме лайăх майсем туса панă. «Кунта илемлĕ те таса, хăтлă та çутă. Кашни кун çÿресе тăванăмсемпе тренерсене тата спорт шкулĕн ертÿçисене пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарас, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса республика ят-сумне тата та çÿлерех çĕклес килет», - терĕ спорт шкулĕнче виççĕмĕш çул ăсталăха туптакан çамрăк самбист Алексей Сергеев.

Самбо шкулĕ 2004 çулхи ака уйăхĕнче уçăлнă, çулталăкран профессионал самбистсен клубĕ йĕркеленнĕ. Чи малтан унта 100 яхăн ачапа икĕ тренер ĕçленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсен йышĕ ÿснĕ. Халĕ 820 самбист ăсталăха туптать, вĕсене 8 тренер ăсталăха вĕрентет. Çак тапхăрта «Четра» вун-вун паллă спортсмена çитĕнтернĕ. Александр Бондарев - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи тата призерĕ* Максим Иванов - Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен чемпионĕ* Александр Федоров - Раççей спорт мастерĕ, Европа турнирĕн çĕнтерÿçи* Артем Щербаковпа Эдера Лаврентьева - Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен паттăрĕсем* Наталья Степановăпа Вера Лоткова - çĕр-шыв чемпионачĕсен çĕнтерÿçисем...

«Спортпа туслă çын маттур та хастар, çирĕп сывлăхлă та тăрăшуллă. Самбопа кăсăкланакансем вара паттăр та хăюллă. Вĕсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ, ума лартнă тĕллевсем патне талпăнаççĕ. Ача-пăчапа çамрăксен спортне аталантарас тĕллевпе пирĕн республикăра сахал мар ĕç пурнăçланать. Ку енĕпе Правительство та, уйрăм çынсем те, предприяти-организаци те тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавăнпах пулĕ хула-районта пысăк та илемлĕ керменсем çĕкленеççĕ, спорт шкулĕсемпе клубсем уçăлаççĕ. Шанатăп: пирĕн республикăра ăсталăха туптакан самбистсен йышĕнче те Олимп тÿпине парăнтаракан спортсменсем пулаççех», - терĕ Михаил Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех «Промтрактор» пĕрлешĕвĕн ертÿçисене, ашшĕ-амăшĕпе тренерсене яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спорта явăçтарнăшăн, вĕсене хавхалантарса тата пулăшса пынăшăн тав турĕ.

Уявра парнесĕр епле-ха. Ăна маттур спортсменсемпе тренерсем те тивĕçрĕç: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнчери пысăк ăмăртусенче палăрнă Максим Ивановпа Эдера Лаврентьевăна хваттер илмешкĕн сертификат пачĕ, самбо шкулĕн вĕрентекенне Геннадий Ильина «ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕ. Европа ăмăртăвĕн призерĕ Владимир Алексеев «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверение алла илчĕ. Михаил Васильевич та парнесĕр юлмарĕ: Сергей Елисеев ăна самбистсен тумне парнелерĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 
Теги: