Самбистсем республика чысне хÿтĕленĕ

21 Кăрлач, 2020

Кăрлачăн 18-20-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче самбистсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Виçĕ кунра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 23 çулчченхи 350 çамрăк çĕнтерÿшĕн тупăшнă.

Пĕтĕм тĕнчери Олимп спорт академийĕн кавирĕ çинче 19 медаль хуçине тупнă. Атăлçи округĕн командинче — 5 «ылтăн», 4 «кĕмĕл» тата 8 «бронза». Унта Чăван Ен çамрăкĕн Татьяна Федоровăн тÿпи те пур — «бронза» медале тивĕçнĕ вăл.

Ĕнер пирĕн республика хĕрĕсем тата 3 медальпе пуянлатнă. 52 килограмлисен йышĕнче Вера Лоткова Мускав, Томск тата Курган облаçĕсенчи хĕрсене çĕнтерсе чи маттурри пулса тăнă. Çавăн пекех Вера раштав уйăхĕнче Мадридра иртекен Европа Кубокне хутшăнма путевка тивĕçнĕ.

80 килограмм таяканнисен йышĕнче Регина Миндубаева — «кĕмĕл», 62 килограмлисен хушшинче Станислав Никифоров «бронза» медальсем илнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас