Пурне те тарават

2 Авăн, 2014

Кăçал Шупашкарти шкулсенче Украинăран килнĕ 84 ача пĕлÿ илĕ. Ĕнер вĕсем хăйсен тантăшĕсемпе пĕрле пĕлÿ çурчĕсенчи савăнăçлă линейкăсене хутшăннă.

Вĕсенчен 25-шĕ 48-мĕш шкулта вĕренĕ. Вĕренекенсем валли шкул тумне «Рассвет» фабрикăра çĕленĕ. Канцеляри таварĕсене, ранецсене туянма вара хулари предприятисем пулăшнă. Кунсăр пуçне кашни ачанах шкулсенче учебниксене тата вĕренÿ пособийĕсене тÿлевсĕрех панă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă тăрăх - Украинăран тарса килнисен ачисене пулăшасси, хавхалантарасси вĕренÿ тытăмĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри. «Эпир ача-пăчана шкулсене кăна мар, садиксене вырнаçтарассипе те ĕçлетпĕр. Украинăран ирĕксĕр куçса килме тивнисене вырăнсемпе пуринчен маларах тивĕçтеретпĕр», - тенĕ вăл. Аса илтеретпĕр: тĕп хулара паян Украинăран килнĕ 7 çула çитеймен 51 ача, вĕсенчен 36-шне садиксене вырнаçтарнă ĕнтĕ.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: