«Аэлитăна» чăвашла вулар-и?

Литература ани улăх-çаран пекех. Иккĕмĕшĕ тĕрлĕ чечекпе илемлĕ тĕк - пĕрремĕшĕ хайлавсемпе кăна мар, куçару, критика ĕçĕпе пуян пулмалла. Чăваш литературинче куçарусем пĕр тапхăр сахал пичетленчĕç, халĕ çак туртăм çĕнĕрен вăй илнĕн туйăнать. Акă, сăмахран, юлашки вăхăтра Алексей Леонтьевăн куçарăвĕсем нумай пичетленеççĕ. Сăмах лаççинчен пиçсе тухнă пĕрремĕш çимĕç - А.Гринăн хайлавĕсен 5 томĕ. Умлăн-хыçлăнах пичетленнĕччĕ асăннă кĕнекесем. «Чăваш литературине тĕнче классикипе пуянлатас килет», - Гринăн хайлавĕсене чăвашла куçарнин тĕллевне çапла палăртать автор.

«Тăван Атăл» журналăн кăçалхи 6,7-мĕш номерĕсенче Михаил Лермонтовăн «Пирĕн вăхăт геройĕ» романĕ çапăнса тухрĕ. Ăна та вырăсларан Алексей Леонтьев куçарнă. Аллăмра акă тата - Алексей Толстойăн «Гарин инженер гиперболоичĕ. Аэлита /Марс пĕтмĕшĕ/» кĕнеке. «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» ярăмпа пичетленнĕ вăл.

Алексей Николаевич Толстой /1882-1945/ - вырăс совет çыравçи, Толстой графсен йăхĕнчен. Социопсихологи, истори, наука фантастикин романĕсен, вун-вун повеç-калавпа публицистика статйисен авторĕ. «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» ярăмпа тухакан çак кĕнекери «Аэлита» /1922-1923/ тата «Гарин инженер гиперболоичĕ» /1925-1927/ романсем - совет наука фантастикин классики.

Марс планета /«Аэлита»/ этемлĕхе яланах кăсăклантарнă, паян - пушшех те, ахальтен-и тĕрлĕ çĕр-шыв çыннисем паян тесен паян унта вĕçсе кайма хатĕр. Вĕсем, паллах, Алексей Толстойăн «Аэлита» романне вуланах. Гарин инженер генилĕхĕ /чи малтан, паллах, роман авторĕн инçет курăмлăхĕ, тен, генилĕхĕ те/ çÿп-çÿхе пайăркапа /хальхилле - лазерпа/ кирек мĕне те çунтаракан аппарат ăсласа тупать. Ытти хĕç-пăшал çĕнтереймен хĕç-пăшаллă гени-маньяк ĕçĕ мĕн таран синкерлĕ пулса тухасси иккĕлентермест. Гарин идеологийĕ фашизма аса илтерет. Уйрăм çын наукăн чи пысăк çитĕнĕвĕсемпе этемлĕхе хирĕçле тĕллевпе усă курни мĕн патне илсе çитерессине романçă çав тери хивре-кăсăк сюжет урлă каласа кăтартать.

Алексей Толстойăн çак романĕсем - унăн чăвашла куçарнă малтанхи хайлавĕсем. Чăваш çамрăкĕсемпе ачисемшĕн вĕсем интереслĕ пулассăн туйăнать.

 

Н.ВАСИЛЬЕВ

Н.ВАСИЛЬЕВ