«Тавтапуç, аннеçĕм, эсĕ пур...»

15 Авăн, 2015

Любовь Федорова поэтессăна тах­çантанпах пĕлетĕп. Унăн сăвви-калавĕсене, тĕрленчĕкĕсемпе очеркĕсене ачаранпах тăван Елчĕк районĕнчи «Колхоз ялавĕ» /халĕ «Елчĕк ен»/ хаçатра вуланă. Каярах, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн, вăл вăтăр çул ытла ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ялти чăваш шкулĕ хыççăн Шупашкарти 23-мĕш вăтам шкулта ĕçлерĕ, унтан чылай вăхăт - 1-мĕш гимназире. Çитĕнекен ăрушăн вăл - чыспа тÿрĕ кăмăллăх тĕслĕхĕ, тăван литературăна юратакан, тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн çунакан çын. Ентешĕм 1994 çултанпа - Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ. Чи лайăх сăввисем Чăваш поэзийĕн антологийĕнче те вырăн тупнă.

Халĕ, акă, нумаях пулмасть аллăма унăн пиллĕкмĕш кĕнеки - «Анне пехилĕ» - лекрĕ. Тĕрлĕ çулти сăвăсем пичетленнĕ унта. Тĕп вырăнта - çут тĕнче парнеленĕ анне сăнарĕ, çутçанталăк, туслăх, Тăван çĕршыв, юратупа туслăх темисем.

Анне пилĕ - ачасемшĕн темрен хаклă тупра. Любовь Михайловнăна та пÿрнĕ çак телей.

Аннемĕр пилне мĕн çитет?
Ÿкрĕм те, - тăратрĕ вăл ÿркевсĕр,
Сурана сиплерĕ пĕр ÿпкевсĕр,
Пачĕ шыв чĕрĕлме, пурăнма,
Савăнма, ĕçлеме, юратма...
 
Пилĕнче унăн пур-тăр ынатлăх,
Темшĕн кăмăл вĕçесшĕн, çунатлă,
Утнă май вăл юрласшăн саспа,
Пил мантарчĕ хĕрхÿ асапа...
Кашнийĕн çÿллĕ тÿпере - хăйĕн çăлтăрĕ. Любовь Михайловнăн вăл Шанчăк ятлăскер.
Вăл çунчĕ вĕçĕм йăлтăр-йăлтăр.
Ун пĕтĕм пайăрки чуна
Тен, кĕнĕ сăрхăнса яланлăх,
Выляклатать ÿте, юна,
Йăпатмăш пулĕ çавă, лайăх -
тет поэтесса. Пурнан пурнăçра темĕн те тÿссе ирттерме тивет. Шанчăк пуррисем пĕтмеççĕ, çухалса каймаççĕ. Такăнатăн, ÿкетĕн - ура çине тăма пулăшать, йăнăш тăватăн - тÿрлетме май парать. Сывлăш çавăрса илме вăй хушать, малашлăха çул уçать. Çавăнпа унăн сăввисем хавхалану çуратаççĕ, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, культурăна юратма хистеççĕ. Ансат та çăмăл, илемлĕ те пуян чĕлхепе пуплет сăвăç:
Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи, -
Чĕвĕлти чăваш чĕлхи.
Чунăмра - тăван хĕлхем,
Сăмахра пурах илем...
 
Чĕлхеме саватăп эп,
Çепĕç вăл, янравлă, шеп.
Сывă пул, тăван чĕлхем,
Чунăма çĕкле, хĕлхем!

Çак пуянлăха пире аннесем парнеленĕ. Эпир вĕсен умĕнче яланах парăмра. Аннесем мĕншĕн ассăн сывланин, минтер çине пуçне хурсан та куç хупманнин сăлтавĕсене хăçан та пулсан ăнланса çитерейĕпĕр-ши? Эсир пирĕн пата çырусем çыратăр, шăнкăр-шăнкăр! вĕçĕм тутаратăр, эпир вара - хуравне памастпăр, темшĕн сирĕншĕн вăхăт çук? Çакăн пек лару-тăрăва лекнĕскерсен ячĕпе аннесенчен Любовь Федорован çак йĕркисемпе каçару ыйтас тетĕп:

...Каçар мана, каçар, аннеçĕм,
Эсĕ хаклă, эс ĕçчен чĕкеçĕм.
Ман пуласчĕ сан пекех маттур,
Тавтапуç, аннеçĕм, эсĕ пур.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: