Çутă ĕмĕтне тĕпе хурса

11 Чÿк, 2015

"Венчете санпа тăрасчĕ" ятпа Левтина Марьен /Алевтина Нестерова/ çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Унта лирикăллă сăвăсем, шÿтлĕ калавсемпе пьесăсем кĕнĕ.

Левтина Марье ячĕ /çак псевдонима хăйне пăхса ÿстернĕ кукамăшне юратса суйласа илнĕ вăл/ пирĕн вулакансемшĕн ют мар: унăн хайлавĕсем "Хыпар" хаçатпа Издательство çурчĕн ытти кăларăмĕнче те пĕрре мар тухнă. Хăйĕн пĕрремĕш пьесине /"Алина"/ 1956 çултах, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне, çырнă - пĕрле вĕренекенсемпе ăна спектакль туса та кăтартнă. Çав тапхăртанпах Алевтина Никитичнăн сăввисемпе калавĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленеççĕ. Вулакансене тĕрлĕ çулсенче вăл "Çăлтăрсем хушшинче", "Вы мне напомнили весну", "Пулсаччĕ ĕмĕт ман...", "Хитре Марье", "Вăрман шкулĕ", "Пурçăн кÿлĕ вăрттăнлăхĕ" кĕнекисемпе савăнтарнă. Çиччĕмĕшĕ - "Венчете санпа тăрасчĕ" - шăпах 70 çулхи юбилейĕ /çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ/ тĕлне тухнă парне.

"Çĕнĕ кĕнекере манăн пĕтĕм пурнăç - ачалăхăм, юратăвăм, ачамсемпе мăнукăмсене пиллени - сăнарланнă", - тет Алевтина Никитична. Акă, "Хурапха - çуралнă ялăм", "Çичĕпÿрт утравĕ", "Хурапха, Çичĕпÿрт - икĕ ялăм" сăввисем вулакансене автор çуралса ÿснĕ тăрăха - Сĕнтĕрвăрри районне - илсе çитереççĕ:

"Хурапха ялĕнче эп çуралнă,
Çичĕпÿрт ялĕнче ÿснĕ эп.
Çавăнпа, тен, ялсем тăванланнă -
Иккĕшне те чунтан хисеплеп".

Атте-аннене, çывăх тăвансене, Тăван çĕршыва, чăваш чĕлхине, пысăк уявсене, çулталăк тапхăрĕсемпе çанталăк пулăмĕсене халалланă сăвă чылай кĕнекере. Ачасем валли шăрçаланисем те пур. Çапах тĕп вырăнта - юрату çинчен çырнисем. "Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех пĕр çынна - хамăн мăшăрăм пулнăскере - юратса пурăнатăп. Çак шухăш-туйăм йăлтах сăвăсенче çырăнчĕ. Мăшăрăмпа венчете тăмашкăн çав тери ĕмĕтленеттĕм, шел, эпĕ кĕтни-шанни пурнăçланаймарĕ: пирĕн юрату арканчĕ. Çапах эпĕ савнă çыннăма нихăçан та хурламастăп. Темле пулсан та çакă - манăн шăпа. Хамăн çутă ĕмĕте тĕпе хурсах ĕнтĕ кĕнеке ячĕ "Венчете санпа тăрасчĕ" пултăр терĕм. Çамрăксене чун тасалăхне, туслăхпа юратăва упрама тата телейлĕ пулма сунатăп", - чунне уçрĕ автор.

Çакна та палăртса хăварам: унăн чылай сăввине кĕвве хывнă, юрăсене Людмила Семенова, Василий Раймов, Надежда Кузьмина, Антонинăпа Петр Красновсем тата ыттисем шăрантараççĕ. Алевтина Никитична, 3 çул ытла Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрланăскер, май пулсан хăйĕн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсен пуххине те кăларасшăн. Сăмах май, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ачасем валли Андерсенăн "Снежная королева" юмахĕпе лартнă мюзиклри юрăсен сăмахĕсем шăпах унăн, кĕввине вара хĕрĕ - театрăн тĕп дирижерĕ, илемлĕх ертÿçи Ольга Сетнеровна çырнă.

Кĕнекере пысăк вырăн йышăнакан сатирăпа юмор жанрĕпе шăрçаланă хайлавсенче автор пурнăç çине çăмăлттайла пăхакансене питлет тата вĕсенчен ăшшăн кулать. Чăн-чăн шÿт ăсти! Левтина Марье - ăста драматург та. Хăйĕн çĕнĕ кĕнекине вăл 17 пьесине кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшне шкул ачисемпе ялсенчи драма кружокĕсем валли çырнă. Чăваш кураканне мĕн кирлине лайăх пĕлет Алевтина Никитична. Ахальтен мар унăн пьесисемпе республикăри театрсем спектакльсем лартнă: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ - "Пурçăн кÿлĕ вăрттăнлăхĕ", Чăваш патшалăх пуканесен театрĕ /кунта вăл хăй те чылай çул ĕçленĕ/ - "Тайăлнă кукамай". Çывăх вăхăтра, тен, унăн пьесисемпе хатĕрленĕ çĕнĕ спектакльсене те курса киленĕпĕр: Алевтина Никитична çанă тавăрсах ĕçлет, хайлав хыççăн хайлав çырать. Çĕнĕ кĕнекесем татах кăларма ырă сунар ăна.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА