Владислав СОФРОНОВ: «Халăх шанăçне тивĕçни - пысăк чыс»

2 Авăн, 2014

Владислав Васильевич Софронов Канаш районĕн тилхепине тытни сакăр çул. Вăл килнĕренпе администраци ĕçĕ-хĕлĕнче чĕрĕлĕх палăрать, район кăтартăвĕсем лайăхланнă. Ахальтен мар ăна Чăваш Енри муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ырласа калаçрĕ: «Питĕ пултаруллă ертÿçĕ. Çулĕпе çамрăк чăвашра вăй-хал тапать. Тăван кĕтесĕ - Энтрияль. Ертÿçĕ ăсталăхĕ ашшĕнчен куçнă-тăр, вăл чылай çул Киров ячĕллĕ хуçалăхра бригадирта ĕçленĕ. Унашкал хастарсем çинчен çырсан аван. Спортпа ачаран туслăскер ыттисене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни паха. Район çĕкленет».

Эпĕ пынă кун районта Пĕрлехи информаци мероприятийĕсем иртрĕç. Шупашкартан ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çитнĕччĕ. Малтан вырăнти пуçлăхсене пухса канашларĕç. Сергей Владимирович çĕр-шыври тата хамăр республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Паллах, ял хуçалăхĕн ĕçĕсене тĕплĕ тишкерчĕç.

Унтан хуçалăхсене çул тытрăмăр. Темиçе ялта иртнĕ тĕл пулусенче министр çак шухăша халăх патне çитерме тăрăшрĕ. Анăç пире хирĕçле чарусем йышăннă хыççăн Раççей чĕр куçленмерĕ. Апат-çимĕç выçлăхĕ хăратмасть. Мĕн акса тумаллине хресчен хăй палăртать. Агропромышленноç комплексне аталантармалли çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Сергей Владимировича халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ пĕчĕкки те пăшăрхантарать. «Кунта йĕрке тумасан халăх пире ăнланмĕ, - палăртрĕ вăл. Кунсăр пуçне сĕтĕн пĕр пайне республика тулашне илсе каяççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем Йĕпреç районĕнче пулнă. Пирĕн чи малтанах хамăр рынока паха çимĕçпе тивĕçтересси çинчен шухăшламалла».

Муниципалитет ертÿçисене уйăрса лартас е халăхпа суйлас ыйту тавлашу çуратнине пĕлетĕр. Çула май В.Софронов кун пирки мĕн шухăшланине ыйтса пĕлтĕм.

- Район пуçлăхне пĕтĕм халăхпа суйлани тĕрĕсрех пулĕ, - терĕ Владислав Васильевич. - Халăх шанăçне тивĕçни - пысăк чыс, яваплăх та ÿсет. Пĕлетĕр-и, РФ муниципалитетсем çинчен калакан 131-мĕш Саккунĕ тан марлăх çуратрĕ. Районти предприятисем пурте хулара вырнаçнă, пирĕн хыснана налук пырса кĕмест. Экономика аталанăвĕнче ку çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн социаллă ыйтусене татса памалла-çке, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăмалла, хĕле хатĕрленмелле. Ялсенче пурĕ 99 котельнăй.

Владислав Васильевич 1984 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ. Унтан - Совет Çарĕ. Салтакран таврăнсан Чăваш патшалăх университечĕн производство системисене автоматизацилес ĕç факультетне вĕренме кĕнĕ. Хăйсен ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче те вăй хунă.

Район территорийĕнче пĕртен пĕр производство - кирпĕч завочĕ. Çулталăкра 80 млн тенкĕлĕх продукци кăларать. Промышленноçа аталантарас çул çине тăнă май çĕнĕ бизнес проекта ĕçе кĕртеççĕ. Пĕр предприниматель çичĕ гектар çĕр туяннă, унта металл шăратакан завод хута кайрĕ. Тепĕр 40 гектар çĕр ыйтнă. Завод хуçи - Патăрьел ачи. Вăл хăюллăнах çапла пĕлтернĕ: çуллен 500 млн тенкĕлĕх продукци тухма пуçлĕ.

Инвестици сывлăш пекех кирлĕ. Халĕ «Трактор завочĕсем» концернпа çыхăну йĕркеленĕ. Малтанласа «Бородины» юлташлăха 400 гектар çĕр уйăрса панă. Лаптăка виçĕ пин гектара çитересшĕн. Çав çĕр ял хуçалăх машинисене сăнаса пăхмалли хăйне евĕр полигон пулĕ. Анăç пире машинăсем сутма чарăннă хыççăн çав техникăна хамăр специалистсем ăсталаççĕ. Усă курман çĕрсене йывăç-тĕм пусса илнĕ. Вĕсене сухаласа акма вăйлă та шанчăклă агрегатсем кирлĕ. В.Софронов пире çав уйсене кăтартса çÿрерĕ. Вырăнти çынсем валли - хушма ĕç вырăнĕсем.

Ял хуçалăх ĕçĕсем ирттернĕ чухне техника хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмаллине аса илтермеллех. Тĕл пулура Пăрачкав районĕнче çурлан 28-мĕшĕнчи хăрушă авари тĕслĕхне илсе кăтартрĕç. Пăрачкав - Улатăр автоçулпа пыракан «Полесье» комбайн çине хирĕç килекен «Шевроле» автомашина кĕрсе кайнă, водителĕ вилнĕ. Жаткăсене ятарлă прицеппа илсе çÿременни çав инкексене çывхартать.

Çĕр - пирĕн пуянлăх. Унпа пĕлсе усă курсан услам тума пулать. Пĕр ял тăрăхĕ çĕре инвесторсене сутса 42 млн тенкĕ ĕçлесе илни çинчен пĕлтĕмĕр.

Эдуард Шамуков ертсе пыракан фермер хуçалăхĕнчи тĕл пулу йĕтемре иртрĕ. Ямаш çыннисем маларах пухăннă.

- 1240 гектар çĕре акса тунă унччен, халь пĕтĕмĕшле лаптăк 1600 гектартан иртрĕ, - каласа парать Эдуард Иванович. - Тĕш тырăпа ĕçлесшĕн эпир. Çĕнĕ комбайн туянтăмăр. Çитес çулсенче тырă тасатса тирпейлекен агрегат хута ямалла.

- Çынсем пушар ыйтăвне çĕклерĕç, - калаçăва хутшăнчĕ ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Харитонов. - Пур хуçалăх та пушар машини тытаймасть. Район пуçлăхĕ çурт-йĕре страхламаллине те аса илтерчĕ. Пушар нумай асап кÿрет. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен тĕслĕхĕпе огнетушительсем туянмалла мар-ши? Хаклă мар вăл. Анчах пирĕн ялсенче халăхран укçа пухма çав тери йывăр.

Çынсен кулленхи пăшăрханăвĕ - çурт-йĕр, выльăх-чĕрлĕх. «Ялăн социаллă аталанăвĕ» Федераци программипе килĕшÿллĕн 2013 çулта çурт-йĕр тума 3228 пин тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесемпе специалистсем валли - 4120 пин тенкĕ. Тăлăхсене уйрăмах хÿтлĕх кирлĕ. Шăхасанта 12 тăлăх валли хăтлă çурт хăпартаççĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсен черетĕнче 273 çын шутланнă пулсан 240-шĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатнă.

Кăçал район ĕçченĕсем 15301 гектар çинче тĕш тырă культурисем туса илчĕç. Вăтам тухăç - 20 центнер. Ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессине вĕçлесе пыраççĕ.

 

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ