Новости по теме
Çирĕп йĕрке кирлĕ
Мĕншĕн пĕр хăнтăр та юлман?
Сунар юхан шывĕ çинче, Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайран инçе мар, ĕрченĕ хăнтăрсенчен иртнĕ çуркунне пĕр чун та юлманнине пĕлтĕм.
Вун-вун чĕр чун хунарĕ
Йывăç касрăн - унăн вырăнне хунав ларт
Эпĕ 1976-2011 çулсенче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн сунар хуçалăхĕн аслă егерĕнче тăрăшрăм.
Илĕртет пире Крым...
Чăваш наци музейĕнче "Пирĕн Крым" курав уçăлнă. Экспозици ТАСС фотохроникин архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем урлă çур утравăн пĕр ĕмĕрхи кун-çулĕпе паллаштарать. Вĕсене Раççейри чи ватă агентствăн корреспонденчĕсем тунă. Авторсен йышĕнче - Совет Союзĕнчи тата Раççейри паллă фотожурналистсем.
"Çапăçатпăр тумлам юн юличчен..."
Фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусене шыраса Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе Этнографи музейне çитрĕм. Кунта виçĕ çыру упранать. Сарăхнă хут çинчи сас паллисем тĕллĕн-ĕллĕн пачах курăнмаççĕ. Çапах та çак çырусемпе кăсăкланса паллашрăм. Ку материалпа черетлĕ номерте паллашма пулать.
Сывă çынра вăй вылять
2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум иртĕ. Çавна май Чăваш Енри спорт аталанăвĕн хăш-пĕр страницисене уçас терĕмĕр.
Айдак еткерĕ - тăван халăхăмăр валли
Ырă ячĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпе сарăлнă Аркадий Айдака асăнса лартнă палăка уçма хутшăнакансенчен пĕри пултăм. Митингра сăмах калакансене итленипе пĕрлех Аркадий Павловичпа тĕл пулса калаçнине аса илтĕм. Пурнăçĕ татăличчен темиçе уйăх малтан унран илнĕ интервью «Хыпарта» кун çути курчĕ. Хисеплĕ ветерана хамăн сĕтел хушшине лартса фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм. Çырма-çатра çулне пÿлес тĕлĕшпе «Ленинская искра» колхозра вун-вун çул пурнăçланă ĕçĕсем çинчен калаçрăмăр. Ертÿçĕсем вĕсене лайăх пĕлеççĕ. Апла пулин те Айдак опытне аса илсех тăрар.
Ольга Гребенюк: Чунпа эпĕ Украинăрах
Килĕ-çурчĕ хальлĕхе тĕрĕс-тĕкелех
Канаш районĕнчи Тури Юнтапа хĕрĕ Ольга Семеновна Иванова /халĕ Гребенюк/, Украина каччипе пĕрлешсе 27 çул Донецк облаçĕнче пурăннăскер, кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм çемйипе тăван ялне таврăнчĕ. Çиччĕн вĕсем: Ольга Семеновнăпа упăшки Олег Александрович, хĕрĕсем Катьăпа Женя, кĕрÿшĕсем Олегпа Денис, пилĕк çулти мăнукĕ Оля. Вăтăр çула яхăн пуçтарнă тупрана, кил-çуртне пăрахса, çийĕнчи тумтирпе кăна инçе çула тухса килет Гребенюксен çемйи.
- Ольга Семеновна, мĕнле паллашнă эсир Олегпа?