Çĕнтерÿсемпе сывлăхлисен республики пулнине çирĕплетер

9 Авăн, 2014

Ватти те, вĕтти те - пурте ирхи зарядкăна!

Ĕнер Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта хальхинче тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн ĕçлĕ программине тата ăсталăх сехечĕсене Чăваш Енрен хутшăнакан спортпа педагогика общественноçĕ пирки ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтерчĕ. Сергей Владимирович каланă тăрăх - спортăн 5 тĕсĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттерме палăртнă. "Çăмăл атлетика енĕпе йĕркелекен ăсталăх сехетне Олимп чемпионĕсем те, паллă спортсменсем те хутшăнĕç. Триатлонпа кăсăкланакансем Раççейĕн триатлон енĕпе пĕрлештернĕ командин тренерĕ Дмитрий Гудков ертсе пыракан урокĕсенче хăйсен ăсталăхне ÿстерме пултарĕç. Сĕтелçи тенниса юратакансем вара Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулне пухăнĕç. Кăтартуллă мероприятие Евгений Леонтьев паллă тренер ертсе пырĕ. Химиксен хулинчи çăмăл атлетика манежĕнче Олег Костюченко тĕп тренер /Мускав/ адаптаци спортĕнчи вăрттăнлăхсене уçĕ. Асăннă хулари ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнчех хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов ăсталăх сехетне пухĕ. Самбона кăмăллакансене вара Шупашкарти "Четра" спорт шкулĕ йышăнĕ. Кунти ăсталăх урокĕсене Раис Рахматуллин ертсе пырĕ. Спорт гимнастикипе тата пăр çинче эрешсем туса ярăнакансене РФ тава тивĕçлĕ тренерĕсем Ольга Булгаковăпа Виктор Кудрявцев хăйсем тавра пухĕç. Çакна та палăртмалла: ăсталăх сехетне хутшăнакан кашни çын квалификацине ÿстернине çирĕплетекен свидетельство илĕ. Ăсталăх сехечĕсене пĕтĕмпе çĕр-шыври 400 ытла специалист хутшăнмалла. Çав шутра Чăваш Енрен - 150 тренер. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - ĕçри ăсталăха, меслетлĕхе ÿстересси, спортри çĕнĕлĕхсемпе паллашасси",- уçăмлатрĕ Сергей Владимирович.

Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче шурă халатлисем те сыхă тăрĕç, вăхăтра медицина пулăшăвĕ парĕç. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтерчĕ. Алла Владимировна каланă тăрăх - мĕн пур медицина учрежденине çирĕп йĕркепе ĕçлемеллине маларахах пĕлтерĕç, тухтăрсемпе медсестрасем пурте пĕрешкел тумпа - медицина халачĕсемпе - пулĕç. Водительсем вара шурă перчеткесем тăхăнĕç.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков спорт форумĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне тата спортсменсен парадне йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ. "Форума хатĕрленме эпир тахçанах пуçланă ĕнтĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - çак мероприятисене хулара пурăнакансен ытларах пайне хутшăнтарасси. Кашни кун тенĕ пек хулара халĕ зарядкăсем ирттеретпĕр. Шăмат кунпа вырсарни кун тĕрлĕ ăмăрту пулать. Мĕн пур шкулпа ача садĕнчех куна ирхи зарядкăран пуçлаççĕ. Çитес эрнерен ĕç коллективĕсене те зарядкăна явăçтарма пуçласшăн. Вĕсене ачасенчен пуçласа пенсионерсем таранчченех хутшăнмалла. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулари "Энергия" стадионта "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" ăмăрту иртĕ.

 

 

 

 

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ

1-мĕш стр./.

Çак кунах Хĕрлĕ тÿремри спорт мероприятийĕсем старт илĕç. Унта тĕрлĕ ăмăрту пулĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн вăй виçĕç. Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне хутшăнакансем те çак кунах старт илĕç. Вĕсем Шупашкар кÿлмекĕ тавра утса вăй виçĕç. Вун тăватă сехетре Хĕрлĕ тÿремре спортсменсен парачĕ пуçланĕ. Уяв вăхăтĕнче аттракционсем тÿлевсĕр ĕçлĕç. Вун пилĕк сехетре вара фейерверк пулĕ", - терĕ Алексей Олегович.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйсен çурчĕсенче пурăнакан çынсене паллă спортсменсемпе пĕрле ирхи зарядкăна тухма чĕнсе каларĕ. Шупашкарти 59-мĕш шкулти вĕрентекенсем вара кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли йĕркелекен зарядкăпа паллаштарчĕç. Ирхине уроксем пуçланиччен ачасем парта хушшинчен тăрса тĕрлĕ хускану пурнăçлаççĕ. Вĕсем пĕрре те йывăр мар, хаваслă, çĕкленÿллĕ. Тĕп хулари 5-мĕш гимназире вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем те çак хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ. Вĕрентекенсем сĕннипе çак хăнăхтарусене спорт залĕнче ашшĕ-амăшне те кăтартма пулать. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумĕ иртнĕ кунсенче музейсемпе театрсем урăхларах кун йĕркипе ĕçлĕç. Театрсен репертуарĕсене маларахах хатĕрленĕ. "Раççейре Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне пуçласа ирттереççĕ. Пĕрремĕшĕ пирĕн патра пулĕ. Унта 10000 ытла çын хутшăнасса кĕтетпĕр. Юпа уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Шупашкарта "Автомобильсĕр кун" акци йĕркелесшĕн. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче хулара пурăнакансем ĕçе общество транспорчĕпе тата çуран çитме пултарĕç. Юпан 10-мĕшĕнче вара хула çыннисем ытларах велосипедсемпе çÿрĕç. Эпир вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спорт форумĕ иртнĕ кунсенче ĕçе те, уява та спорт тумĕпе кайма сĕнетпĕр. /Кун пирки эпир маларах "Публицист шухăшĕ" статьяра та çырнăччĕ/. Шупашкар чăннипех çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсен тата сывлăхлисен хули пулнине çирĕплетер.

Чăваш Республикинчи Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин тĕп хулара "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх" спорт индустринчи çитĕнÿсен куравне йĕркелесе ирттерессипе паллаштарчĕ. Выставка Республика тÿремĕнчи 2-мĕш павильонра уçăлĕ. Унта экспонатсемпе паллашнисĕр пуçне тĕрлĕ мероприяти, çав шутра ачасем валли викторинăсемпе вăйăсем те, йĕркелеме палăртаççĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - унта кĕнеке куравне те йĕркелеме палăртаççĕ. Экспозицире спортпа çыхăннă литература кăна мар, Чăваш Ен историйĕпе, халăх йăли-йĕркипе тата культурипе паллаштаракан "чун çимĕçĕсем" те пулĕç. "Советская Чувашия" хаçат вара вулакансем ярса панă сăн ÿкерчĕксен куравне те йĕркелĕ. Спорт форумĕ тĕлне Чăваш Республикипе тата Шупашкар хулипе паллаштаракан ятарлă буклетсем хатĕрлеççĕ. Ларăва хутшăнакансем "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх" куравра ĕлĕкхи спорт хатĕрĕсемпе паллаштарсан та аван пулĕччĕ терĕç. Сăмахран, çăмат çинчен сырмалли конькисемпе ярăннă маларах. Паянхи çамрăксем вĕсене курман та пулĕ?

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин Хула кунĕ /авăнăн 20-мĕшĕнче паллă тăваççĕ/ футбол уйĕ уçăлассине пĕлтерчĕ. Апла, спорт форумĕ вăхăтĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем кунта футболла выляса киленĕç.

 

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: