Ольга Гребенюк: Чунпа эпĕ Украинăрах

9 Авăн, 2014

Килĕ-çурчĕ хальлĕхе тĕрĕс-тĕкелех

Канаш районĕнчи Тури Юнтапа хĕрĕ Ольга Семеновна Иванова /халĕ Гребенюк/, Украина каччипе пĕрлешсе 27 çул Донецк облаçĕнче пурăннăскер, кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм çемйипе тăван ялне таврăнчĕ. Çиччĕн вĕсем: Ольга Семеновнăпа упăшки Олег Александрович, хĕрĕсем Катьăпа Женя, кĕрÿшĕсем Олегпа Денис, пилĕк çулти мăнукĕ Оля. Вăтăр çула яхăн пуçтарнă тупрана, кил-çуртне пăрахса, çийĕнчи тумтирпе кăна инçе çула тухса килет Гребенюксен çемйи.

- Ольга Семеновна, мĕнле паллашнă эсир Олегпа?

- 1986 çулхи кĕркунне пирĕн колхоза çĕр улми кăларма салтаксем килнĕччĕ. Çавăн чухне паллашрăмăр, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр пулас. Çур çул çыру çÿретрĕмĕр, хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен вăл мана Украинăна - Донецк облаçĕнчи Дзержинск хулине кĕрекен Нелеповка поселокне - илсе кайрĕ. Унта Олегăн ашшĕ-амăшĕн пулнă çуртĕнче пурăнтăмăр. Совет влаçĕ арканиччен пурнăç лайăхчĕ, 1991 çултан самана, пур çĕрти пекех, улшăнчĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕнче вăрçă пуçланчĕ. Малтан пирĕнтен 100 çухрăмри Славянск хули çине бомба пăрахма пуçларĕç. Утă уйăхĕнче хулана тапăнчĕç. Вăрçă пирĕн пата çитессе пĕлнĕ пекех эпир пĕр уйăх малтан Чăваш Ене тухса килтĕмĕр. Унта упăшкан пиччĕшĕ юлнă та - пĕтĕм хыпара пĕлтерсе тăрать. Дзержинск хулин вырăнти влаç çуртне бомба пăрахса пĕтĕмпех çунтарса янă. Икĕ шкула, пурăнмалли нумай хутлă çуртсене ишнĕ. Телевизор пăхатпăр: Украина çарĕсем пирĕнтен 8 çухрăмри Горловкăна тупăсенчен, минометсенчен персе ишеççĕ. Килтен пĕр 300 метрта ополченецсен блок-посчĕ вырнаçнăччĕ, халĕ унта наци гвардийĕн салтакĕсем тăраççĕ тет.

- Упăшкăрăн пиччĕшĕ унта юлнă терĕр, сирĕн хуçалăх тĕрĕс-тĕкелех-и, е?..

- Тав турра, кил-çурт йĕркеллех ларать терĕ.

- Ольга Семеновна, сирĕн кÿршĕсем те кил-çуртне пăрахса тухса кайрĕç-и е унтах юлчĕç-и?

- Пурте ăçта кайччăр? Юрать-ха, пирĕн кунта тăвансем пур, малтан вĕсем патĕнче Тури Юнтапара пĕр уйăх пурăнтăмăр, халĕ Канашра уйăхне 7 пин тенкĕ тÿлесе хваттер тара тытса пурăнатпăр.

Унта ĕç çук. Шахтăсене йăлтах хупнă. Электричество подстанцийĕсене ишсе пĕтернĕ пирки шахтăна анаймастăн, ансан та хăпараймастăн. Эпĕ библиотекăра ĕçленĕ, упăшка - юнашар поселокри фенол, нафталин, ытти хими препарачĕсем кăларакан заводра. Горловкăра та - хими завочĕ, унта бомба е снаряд лекес пулсан наркăмăш мĕнле сиен кÿрессе калама та йывăр. Кĕрĕвĕмсем: Денис - шахтер, Олег - строитель.

- Пилĕк çулти Оля садике çÿренĕ пулĕ-ха?

- Шыв пыракан канала çĕмĕрсе пĕтернĕ пирки садике эпир кунта тухса киличченех хупрĕç.

- Çĕнĕ çĕрте пурăнма мĕнлерех?

- Йывăр, паллах, анчах майĕпен хăнăхса пыратпăр. Çынсем питĕ ырă кăмăллă, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче Шупашкартан вăхăтлăх хÿтлĕх панине ĕнентерекен хут илсе килтĕмĕр, унтан "беженец" статусне илĕпĕр. "Раççей гражданинĕ пекех ĕçе вырнаçма пултаратăр", - терĕç пире докуменсем панă чухне. Çулталăкран, тен, Украинăра лару-тăру улшăнĕ, хамăрăн киле те таврăнма май килĕ. Тĕрĕссипе, çамрăксене кунта килĕшет: лере ĕç тупма питĕ йывăр. Хамăра илес тĕк - паян тесен паян киле кайма хатĕр, анчах пульăпа снаряд айне мĕнле пырса кĕрĕн.

- Ĕçсĕр лармастăр пулĕ?

- Пĕрисене виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер юсаса паратпăр, çавăн пек вак-тĕвек ĕçсем тупкалатпăр хальлĕхе. Кĕрÿсем кунта йĕркеллĕ ĕç тупаймасан Мускава вахтăна кайма шухăшлаççĕ.

Пире Кармами ялĕнче пурăнма пÿрт те сĕнеççĕ. Хуçи хăй Мускавра пурăнать, килне хушăран кăна килкелесе каяканскер: "Пурăнăр кунта, çутăпа газ укçи анчах тÿлесе тăрăр, урăх сирĕнтен нимĕн те кирлĕ мар", - тенĕччĕ. Чул çурт, унта çутă, газ кĕртнĕ, шыв - картишĕнче, хуçалăхра мĕн кирлĕ - пурте пур: мунча, сарай, пахча... Выльăх усрама та пулать. Ялта садик пур. Пурăнма куçсан мăнукăма унта çÿретĕпĕр.

- Пурнăç лайăхланса кайĕ-ха, вăрçă та чарăнĕ...

- Питĕ нумай çын вилет, хăрушă. Хамăрăн поселокран та ополчение нумайăн кайнă, вĕсем хамăртан инçе мар блок-постра тăратчĕç. Поселока наци гвардийĕ кĕнĕ хыççăн кам - Горловкăна, кам Донецка куçнă. Вĕсен пÿрчĕсене салтаксем çĕмĕрсе пĕтернĕ, машинисене илсе тухса кайнă. Урамсем тăрăх список тытса тĕрĕслесе çÿреççĕ-мĕн.

Украинăн тухăç регионĕсенче пурăнакансен хĕвел анăç тăрăхĕнче тăванĕсем пур. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăшман пулса тăчĕç: калаçмаççĕ, çыхăну тытмаççĕ. Çакăншăн пĕтĕмпех влаçра ларакансем айăплă.

Ольга Семеновнăпа эпĕ çеç мар, вулакан та килĕшетех: кирек мĕнле вăрçăра та ахаль çын нуша тÿсет.

В.ЛАПИН

калаçнă

Рубрика: