Сывă çынра вăй вылять
2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум иртĕ. Çавна май Чăваш Енри спорт аталанăвĕн хăш-пĕр страницисене уçас терĕмĕр.
Паян Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕслĕх кăтартакан регионсен шутне кĕчĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе чи чаплă наградăна – РФ Правительствин спортра пысăк ÿсĕм тунăшăн «Раççей регионĕ» номинаци премине – тивĕçрĕ. Халиччен ку наградăна пĕр региона та паман. 2012 çулта çĕр-шыв субьекчĕсен массăллă физкультура конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Юлашки çулсенче сывă пурнăçа хăнăхтарасси, çамрăксене хул-çурăма тĕреклетекен, чун хавалне çирĕплетекен секцисене явăçтарасси вăйланни чи малтанах спорт сооруженийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетнипе çыхăннă. Çакăн çинчен «ХРЕСЧЕН САССИ» хаçатăн черетлĕ номерĕнче вулăр.
Григорий СЛАВИН