Ячĕ паттăрлăхпа сăвапланчĕ

9 Авăн, 2014

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче ТАСС çын тытса пыракан карап пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленни пирки хыпарланă, пурне те тĕлĕнтерекен хыпар çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă. Юрий Алексеевич Гагаринăн "Кайрăмăр!" сăмахĕпе унăн 108 минутлăх вĕçевĕ совет наукин аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр - тĕнче уçлăхне çĕнĕлле тĕпчесси пуçланнине пĕлтернĕ. Çĕр туртăмне парăнтарса йывăрăшсăр, сывлăшсăр, тĕпсĕр уçлăха çĕкленнĕ космонавтсем темиçе ăрушăн юмахри Улăпсем пек туйăннă. Тĕнчери пиллĕкмĕш, Совет Союзĕнчи виççĕмĕш космонавт Андриян Григорьевич Николаев унта çĕкленни килес ăрусен ăс-хакăлĕнче те мăнаçлăх туйăмне вăратĕ.

Хăйĕн пĕрремĕш вĕçевне Андриян Григорьевич икĕ çул хатĕрленнĕ. "Восток" йышши караппа вĕçмелли хатĕрленÿ курсне чи лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, патшалăх комиссийĕ ăна Герман Степанович Титов дублерĕ пулма çирĕплетнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ: "Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕ А.Г.Николаев майор - чăваш..." "Союз-9" карап командирĕ пулса тăван халăхăмăрăн ырă ятне çăлтăрсем патне 1970 çулта тепĕр хут çĕклерĕ.

Вăхăт чуппи чараксăр. Улăп-паттăрсем пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне пуçласа тухнăранпа çур ĕмĕр те иртрĕ. Нумаях пулмасть, акă, сумлă Андриянăмăр çуралнăранпа 85 çул çитнине халăхпа пĕрле чыслăн палăртрăмăр. Ăçтан кăна килсе çитмерĕç пулĕ çак кун çичĕ çăл куçлă, вĕсен сиплĕхĕпе хăват илнĕ, пархатарлă çĕрĕ хăват панă хресчен ывăлне çăлтăрсем патне ăсатнă капăр та сапăр Шуршăла: хамăр республикăран та, унăн тулашĕнчен те, çĕр-шывăн тĕп хулинчен те. Ентешĕн "çăлтăр тăванĕсем" те - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем - Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕсем Олег Навицкий, Юрий Батурин тата ытти сумлă хăна. Хĕрĕ те Елена Андрияновна Майорова хăйĕн çемйипе пулчĕ ашшĕн тăван кĕтесĕнче. Вĕсем Андриян Григорьевич вил тăприне пуç тайрĕç, унăн ячĕпе çурта çутрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. Сăмах май, ытти пирки хисеплĕ вулаканăм "Хыпар" хаçатăн авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчи номерĕнчи "Андриян Николаев чăваш халăх асĕнчех" репортажа вуласа пĕлĕ.

Çынсем те çăлтăр евĕр пулнине авалах асăрханă: пĕрисем вăхăтлăха çуталаççĕ те сÿнеççĕ. Теприсем ăрусен асĕнче яланлăхах юлаççĕ, вĕсен çул кăтартмăшĕ, пурнăçĕнчи тĕслĕх пулаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕллев патне утма хăват параççĕ. Çавăн пек çăлтăрсенчен пĕри - пирĕн Андриянăмăр, легенда-çын. Унăн ячĕпе юнашар ялан "пĕрремĕш" сăмах тăнă: чăвашсенчен тĕнче уçлăхне - пĕрремĕш, тăватă талăка яхăн пынă вĕçевре - пĕрремĕш, тĕнче уçлăхĕнчи икĕ карап вĕçевĕнче - пĕрремĕш, чи малтан карап кабининче тĕрлĕ пиçиххирен вĕçерĕнсе ларкăчран уйăрăлнă, скафандра хывнă. Каярахпа, 8 çул иртсен, В.И.Севастьяновпа пĕрле çĕнĕ рекорд тунă - 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 çеккунта тăсăлнă вĕçеве хутшăннă пĕрремĕш космонавт пулнă Андриян Николаев - ыттисем валли çăлтăрсем патне çул уçнă сумлă ентешĕмĕр.

Унăн пархатарлă ĕçĕсене хаклама-виçме нимĕнле виçе те çуккине аван ăнланатпăр. Анчах эпир, паян çутă пурнăçпа киленекенсем, çакăншăн ăна мĕнле туйăмпа тав тăватпăр-ха? Çак шухăш мана тахçанах пăшăрхантарать. Чăннипех, сумлă уявсене эпир çÿллĕ шайра, чыслă ирттеретпĕр-ха. Анчах "пĕчĕккисенче" туса çитерменни пайтах. Хăй вăхăтĕнче общество транспорчĕн чарăнăвĕнчи кăтартмăшран "çухалнă" "космонавт" сăмаха тавăрассишĕн самай кĕрешме тиврĕ. Халĕ "Николаев космонавт урамĕ" тенине илтме кашнинех кăмăллă. Хула ертÿлĕхĕ ман ятпа янă çырусенче çак урамри ача-пăча паркĕн ятĕнче те "космонавт" сăмаха тавăрма темиçе çул шантарчĕ, паян та "сăмахне тытаймасть".

Тепĕр пулăм çинчен те сахал мар çыртăмăр. Анчах - кăлăхах. Андриян Григорьевич хăй пĕрремĕш вĕçевĕ хыççăн таврăннă хыççăнах Шупашкарти Ленин урамĕпе Николаев космонавт урамĕ хĕресленнĕ вырăнти чул палăкпа, композици тĕлĕшĕнчен, кăмăлсăрланнине систернĕччĕ. Шута илмерĕç. Вăл халĕ те çаплипех. Андриян Григорьевичăн çĕнĕ палăкне тума йышăнсан "Хыпар" хаçатра вун-вун вулакан ăна хăй мĕнле курнине, ăна ăçта вырнаçтарасси пирки шухăшне уçăмлă палăртрĕ. Шел, илтмерĕç-итлемерĕç ăна. Хулара пурăнакансенче "Ăна урăх çĕре куçармалла мар-ши?" текен шухăш çÿрени вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.

Республикăри космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕпе Чăваш халăх хаçачĕ ырă пуçару тунăччĕ: Андриян Николаев космонавт пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухнă куна - çурла уйăхĕн 11-мĕшне - Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ евĕр палăртма сĕннĕччĕ. Вăл пирĕн шухăшпа - наци уявĕсен шутне кĕмелли уявччĕ. Сасăлав ирттерессине пĕлтерчĕç-ха, анчах темшĕн-çке хирĕçлисем чылайăн пулчĕç. Ăнланма йывăр пулăмра хамăра хамăр хисеплеменнин паллине шырамастăп эпĕ, çапах...

"Андриян çăлтăрĕ пирĕн чĕрере, чăваш халăх асĕнче нихăçан та сÿнмĕ, ячĕ çитес ăрусен асĕнче те упранĕ, вĕсен чĕринче тăван халăхăмăршăн мăнаçлăх туйăмĕ вăратĕ. Эпир унчченхи пекех пин-пин çăлтăр хушшинче Андриян çăлтăрне шырăпăр", - терĕ чăваш халăхĕн чунри шухăш-кăмăлне палăртса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Кăйкăрăн" 85 çулхи юбилейĕнче.

Шанăç кÿрекен сăмахсем. Урăхла пулма пултараймасть те. Ара, мухтавлă ентешĕмĕрĕн ячĕ паттăрлăхпа сăвапланчĕ-çке.

 

Юрий СТЕПАНОВ