Çирĕп йĕрке кирлĕ

9 Авăн, 2014

Мĕншĕн пĕр хăнтăр та юлман?

Сунар юхан шывĕ çинче, Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайран инçе мар, ĕрченĕ хăнтăрсенчен иртнĕ çуркунне пĕр чун та юлманнине пĕлтĕм.

Вĕсен пилĕк пĕвеленчĕкне те шыв татнă терĕç. 2009-2014 çулсенче унта пĕр çемье пурăнчĕ. Вăл тăрăха эпĕ, Чăваш сунарçисемпе пулăçисен пĕрлĕхĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, çуллен çитсе хăнтăрсене шутланă. Тен, çĕтнĕ çемье урăх вырăна куçнă. Йăва çывăхĕнче çемçе хупăллă йывăç пĕтсен вĕсем çĕнĕ шыв-шура çул тытаççĕ. Тукайсен вырăнне лайăхрах пăхмалла. Çывăхри ăвăса, тиреке тÿнтерсе турачĕсене çимесĕрех хăварнă тăк - сăлтавĕ урăххинче.

Эпĕ кайăк тытма пĕрремĕш хут вăрмана кайнăранпа 40 çул иртрĕ. Районăн сунар историне лайăх пĕлетĕп. Кайăкçă объекчĕ шутланакан чĕрлĕхпе перекетлĕ усă курнă пирки 1975 çултан пуçласа йыш ÿсрĕ. Сăмахран, пăшипе хир сыснин аçисене çеç тытнă, амисене йăхлăха хăварнă, ватăлсан çеç расхутланă. 1990 çулсенче ăна-кăна пăхмарĕç, кĕтÿ пысăкăшне кура миçе пуçпа усă курмаллине шута илмерĕç, çитĕннисене пурне те тытма лицензи пачĕç. Хисеп пĕчĕкленчĕ.

2015 çулхи çурла уйăхĕччен республикăра 15 пăшие çеç тыттарма йышăннă. Вăрнар районĕнче пĕрне те тĕкĕнместпĕр. Йыш хушăнасса шанатăп. Пирĕн енре енлĕке ĕрчеме май паракан шанчăклă хÿтлĕх - çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан Калинино лаптăкĕ /7 пин ытла га/. Унта хир сысни, ытти чĕр чун лайăх хунать. Сунарçăсен пăшалпа кĕме, çÿлте вĕçене, çĕрте кусана вĕлерме юрамасть.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби 2009 çулта чĕр чун ĕрчетме, унпа усă курма Чăваш сунарçисемпе пулăçисен пĕрлĕхĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне 54,9 пин гектар сунар лаптăкне нумай çуллăха тара пачĕ. 33,7 пинĕ - сайра йывăç-тĕмлĕ е татăк-кĕсĕк вăрман. Сунар хуçалăхне аталантарма тытăнтăмăр. Чĕрлĕхе хунаттарма тĕллев лартрăмăр та ĕçе пикентĕмĕр.

Санарпуç ялĕнчи çырмана пĕвелесе пулă ĕрчетрĕмĕр. Часах унта ондатра, кайăк кăвакал иленчĕ. Вĕсене курса, пулă тытса ял-йыш савăнчĕ. Шур мулкача суланча пама 80 ытла вырăн хатĕрлерĕмĕр. Хир чăххипе ăсан валли 38 йăва çакрăмăр. Сунар йĕркине пăсакансемпе кĕрешрĕмĕр. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин районти инспекторне Юрий Григорьева браконьерсене тытма пулăшрăмăр. Автоçулсен хĕррине хуçалăх лаптăкне кăтартакан 3 ÿкерчĕк тата сунар вырăнĕпе паллаштаракан 40 ытла аншлаг лартса тăкаклантăмăр.

Темиçе çырмана пĕвелесшĕнччĕ. Ытти тĕллев пурччĕ. Шел, ЧР Арбитраж сучĕ пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче сунар лаптăкне Чăваш сунарçисемпе пулăçисен пĕрлĕхĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнчен туртса илсе хуçалăхăн ырă тĕллевĕсене пăчлантарчĕ. Эпир айăпа кĕмен. Суд йышăнăвне ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби пире çав лаптăка саккуна пăсса тара панă тесе сăлтавларĕç. Патшалăх органĕ йăнăшнăшăн хуçалăх тăкак нумай тÿсрĕ, егерьсем ĕç вырăнĕсĕр юлчĕç. Лаптăка кашни кайăкçă сунарта çÿреме пултаракан территорие кĕртрĕç. Вăл халĕ хуçасăр теместĕп. Ăна ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин районти инспекторĕ Юрий Григорьев пăхса тăрать. Çапах та ăна, пĕр çынна, харăсах районти мĕн пур сунар лаптăкне браконьерсенчен хÿтĕлеме вăхăчĕ те, бензин та çитмест.

Республикăри сунар лаптăкĕсен пысăкрах пайне юридици сăпачĕсене е уйрăм çынна нумай çуллăха тара памалла. Вăхăтран вăхăта тĕрлĕ сăлтав тупса, арендаторсенчен туртса илсе хуçалăхсен ĕçне чарса лартмалла мар. Чĕрлĕхе лайăх апатлантарсан, браконьерсенчен хÿтĕлесен çеç йыша ÿстерĕпĕр.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби аукцион ирттерсе Арбитраж сучĕ салатнă 20 ытла лаптăка çывăх вăхăтра тара парĕ. Унта Вăрнар уйрăмĕ те хутшăнĕ. Кайăклăх лаптăка каллех хамăр алла илсе, чĕр чуна йышлатса сунарçăсене, ял çыннисене, хăнасене савăнтарас килет.

Александр ИВАНОВ,

сунарçă