Штраф тÿлени пулăшрĕ
Çеменпе Укахви Карповсен тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕррехинче уяв сĕтелĕ хушшинче ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлас умĕн кил-çуртне кама халалласа хăварас пирки сăмах хускатрĕ.
— Эпĕ малтан кашнин патне хăнана çитсе килем-ха. Хăшĕ лайăхрах сăйлать — çурта ăна халаллатăп, — терĕ кил хуçи.
— Халала черккепе çыхăнтарни килĕшÿллех мар, — хирĕçлерĕ арăмĕ, упăшкинчен вунă çул кĕçĕнрехскер.