Штраф тÿлени пулăшрĕ

4 Юпа, 2017

Çеменпе Укахви Карповсен тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕррехинче уяв сĕтелĕ хушшинче ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлас умĕн кил-çуртне кама халалласа хăварас пирки сăмах хускатрĕ.

— Эпĕ малтан кашнин патне хăнана çитсе килем-ха. Хăшĕ лайăхрах сăйлать — çурта ăна халаллатăп, — терĕ кил хуçи.

— Халала черккепе çыхăнтарни килĕшÿллех мар, — хирĕçлерĕ арăмĕ, упăшкинчен вунă çул кĕçĕнрехскер.

— Манăн автансăр яла каясси нумаях юлмарĕ, çавăнпа та санпа килĕшмеллех пулĕ, — парăнчĕ халиччен никам сăмахне те хăлхана чикмен сакăр вунă çулти Карпов. — Эппин, хам тахçан милицире ĕçленĕ Шупашкара юлашки хут кайса килем-ха. Чи малтан аслă ывăл Ваççа патĕнче хăналанатăп, — терĕ те çав кунах тĕп хулана кайма пуçтарăнчĕ.

— Кур-ха, епле туй майри пек капăрланнă хула. Ку çукчĕ-çке ĕлĕк, — чарăнса тăчĕ хăна аслă ывăлĕпе Олег Кошевой урамĕнчи мунча умĕнче. — Керменрен кая мар. Килнĕ ятпа кĕрсе çăвăнмалла пулĕ. Ялти шăршă-маршăпа хваттере кĕме аванах мар. Хамăрăн та çĕннине лартмалла та-ха…

— Паянах килсе çăвăнатпăр. Ара, кунтан 5 минут çеç утмалла хваттере, — хавхалантарчĕ ывăлĕ.

Горбачев «çĕнĕлĕхĕсем» тымар яма пуçланă май эрехе Ваççа лавккара тÿрех туянаймарĕ. Юрать-ха, палланă сутуçă пулчĕ, хыçалти алăкран пĕр пулăштух тыттарчĕ.

Хуняшшĕпе упăшки мунчана пуçтарăннине пĕлсен Нина: «Çăвăнса таврăнсан ĕçетĕр, атту тем…» — тесе асăрхаттарчĕ пулин те лешсем ун сăмахне хăлхана чикмерĕç.

Пăспа хĕртĕнме пуçличчен пĕрер черкке ÿпĕнтерчĕç. Юлашкинчен кĕленчене тĕппипе пушатрĕç, ăна урай çăвакан кинемее парса хăварчĕç, хваттерелле утрĕç. Ваççа пурăнакан урам еннелле пăрăннăччĕ çеç вĕсен умне милицин икĕ сержанчĕ тухса тăчĕ.

— Документсем кăтартăр! Мĕншĕн пит-куçăр хĕп-хĕрлĕ? — ыйтрĕ пĕри вырăсла.

— Каçарăр, эсир те пирĕн пекех чăвашсем пулĕ-ха. Ялтан килнĕ аттепе мунчаран таврăнатпăр. Унта хальлĕхе паспортсăрах кĕртеççĕ. Тутлă та иккен хула мунчи, ялти пекех мар та... — чĕлхине ирĕке ячĕ Ваççа.

— Сывлăр-ха. Фу-у! Шăршă… — резина патакне ал лаппи çине хучĕ тепри.

— Вăрçăччен эпĕ те милицире ĕçленĕ. Ун чухне кунашкалах хăтланман эпир, — хирĕçлеме пикенчĕ Семен Иванович.

— Пĕлетпĕр сирĕн пек ветерансене! Хаяррине сыпнă хыççăн НКВДра ĕçленĕ тесе пуçтахланатăр, — çав-çавах лăпланмарĕ çивĕч чĕлхелли. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.