Вун-вун чĕр чун хунарĕ

9 Авăн, 2014

Йывăç касрăн - унăн вырăнне хунав ларт

 

Эпĕ 1976-2011 çулсенче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн сунар хуçалăхĕн аслă егерĕнче тăрăшрăм.

Аркадий Айдак мана Улатăрти вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан ĕçе илчĕ. Çуралса ÿснĕ яла таврăннăшăн питĕ савăнтăм. 1976 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чул хула облаçĕнчен 10 пуç хир сысни кÿрсе вăрман тăрăхне ятăмăр. Фуражпа, çĕр улмипе тăрантнă. Икĕ çултан çăвăрларĕç. Çак хыпара Аркадий Павловича пĕлтертĕм те - питĕ хĕпĕртерĕ. Кĕтÿ çуллен пысăкланчĕ. Йыш ÿснĕрен темиçе ама çурасене ертсе Хĕрлĕ Чутай вăрманне çул тытнă. Часах апатланма таврăнчĕ. Çапла пĕрмай куçса çÿрерĕç. «Тăрантни харама ан кайтăр, - терĕ пĕррехинче А.Айдак. - Улатăр вăрманнех тарма пултараççĕ. Илĕртме тăварланă пулă çитерĕр».

Тепĕр куннех илсе килтĕмĕр, апатлану вырăнне пăрахса патăмăр. Нăшлата-нăшлата çирĕç. Питĕ килĕштерчĕç. Юта сахалрах кайрĕç. Колхоз сунар тапхăрĕнче, кĕркунне-хĕлле, ватăраххисене пустарнă. Ашне хуçалăх апатланмăшне леçнĕ. «Яшка тутлă-çке паян!» - тесе çиетчĕç колхозниксем, апат пĕçерекенсене, сунар хуçалăхĕн ĕçченĕсене мухтатчĕç.

Браконьерсем хир сыснисене вăрттăн тытассишĕн вăрман тăрăхĕнче час-часах çÿретчĕç. Эпĕ куллен унта сыхă тăнă. Йĕркене пăсакансене тытса чарнă. Чĕрлĕхе сыхласа ĕлкĕрейместĕн тесе А.Айдак штата икĕ егере илчĕ. Хуралта черетпе кунĕн-çĕрĕн тăнă. Пире сунар лаптăкне çитсе çаврăнма техника хатĕрĕ куллен уйăрнă.

Чĕмпĕр облаçĕнчен сăвăрсем илсе килтĕмĕр. Хăвăрт ĕрчерĕç, Муркаш районне те куçрĕç. Свердловск облаçĕнчен хăнтăрсем кÿтĕмĕр. Çырма-çатраллă, вун-вун пĕвеллĕ, йывăç-тĕмлĕ тавралăха килĕштерчĕç. Часах Европа пăланĕсене туянтăмăр, ешĕллĕхри картара тытрăмăр. Вĕсем те йăх тăсрĕç. Мулкач, енот йытти, ăтăр, ондатра, карăк, вун-вун тĕрлĕ ытти кайăк-кĕшĕк ĕрчерĕ.

Колхоз вăрманне çитĕнтерес тĕлĕшпе те нумай тăрăшрăм. Ĕçе колхозниксене, шкул ачисене явăçтарнă. Халĕ çырма-çатра хĕррипе çитĕннĕ йывăçсем вăрман пек кашлаççĕ. Вĕсен усси - куç умĕнче. Уй-хир айлăм-тайлăмĕнче юр тытаççĕ, çуркунне нÿрĕке хĕвел пайăркисенчен хÿтĕлеççĕ. Ял хуçалăх культурисене усă кÿрекен хурт-кăпшанка, кайăк-кĕшĕке ĕрчеме май тăваççĕ, çырма-çатрана тымарлантараççĕ, çĕр айĕнчи шыв шайне çÿлте тытса тăма пулăшаççĕ.

Колхоз ĕçченĕсем çитĕнтернĕ йывăçпа хуçалăх ыйтăвĕсене татса панă: выльăх валли карта тытнă, хăмаран урай сарнă, пăрăсран тăрă витнĕ... Вăрман тăрăхĕпе ÿлĕм те усă курĕç. Çапла пулмалла та. Йывăç кассан унăн вырăнне хунав лартма çеç манар мар.

Григорий НИКИТИН,

колхоз ветеранĕ