Икĕ пиллĕк ытамĕнче

2 Авăн, 2014

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Владимирпа Катя Коротковсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнине паллă тунă. Юбилярсене ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем саламланă.

Владимир Алексеевичпа Катя Мадосовна Ростов облаçĕнчи Хĕрлĕ Крым ял тăрăхĕнче çырăннă. Владимир унта çарта тăнă пулнă. Вĕсен çар чаçĕнчи илемлĕ пултарулăх ертÿçи патне вырăнти хĕр-упраç пынă. Хитре пикене, Катьăна, Владимир пĕрре курсах кăмăлланă. «Акă манăн турă пÿрни!»- тенĕ вăл ун чухне. Чăнах та, шăпи çапларах килсе тухнă. 55 çул ĕнтĕ Коротковсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Вĕсен тĕп пуянлăхĕ - 3 ачипе 4 мăнукĕ. Ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне шанни, парăнни, ăнланни, юратни - çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ тесе шухăшлаççĕ Владимир Алексеевичпа Катя Мадосовна.

К.ИВАНОВА.

Автор: