Новости по теме
«Самант» 5 №, çу уйăхĕ
Приватизаци бюджета тĕревлетĕр
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче 2015-2019 çулсенче республика электроэнергетикине аталантармалли схемăпа программăна ырланă. Чăваш Енĕн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли планне пăхса тухнă. ЧР Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлакан патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунă.
Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.
Регбол команди - пĕрремĕш
Палăка пограничниксене халалланă
Ĕнер пограничниксем хăйсен уявне анлăн паллă тунă. Шăмăршăсем çав кун чикĕ сыхлавçисене халласа лартнă палăка уçнă. Ăна салари кану паркĕнче вырнаçтарнă.
Палăка спонсорсен тата пограничниксен çарĕнче пулнисен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Ырă çак ĕçĕн пуçаруçи тата йĕркелÿçи - Шăмăршă районĕнчи "Пограничное братство" общество организацийĕн председателĕ Е.Сетриванов. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Мускавпа Шупашкар хулисенчен килнĕ пысăк хăнасем те хутшăннă. Кану паркĕнчи çак вырăна шкул ачисемпе çамрăксем питĕ килĕштереççĕ.
"Тăлăхсене аслă юлташ кирлех"
Чăваш Республикинчи ача çурчĕсемпе интернат шкулсенчен çуллен 50-100 тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи çулне професси пĕлĕвĕ паракан организаципе е аслă шкулпа çыхăнтарать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, 12 интернатран 58 çавнашкал çамрăк тухнă.
Çеçпĕлте ăна манмаççĕ
103-мĕш гварди сывлăш десант дивизийĕ Афганистан çĕрĕ çинчен юлашкинчен тухнă. 350-мĕш полк колоннăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Константинов çак полкра 1987 çултанпа хĕсметре тăнă. Вăл çар операцийĕсене 15 хутчен хутшăннă. 1988 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Пактия провинцийĕнче хуралта тăнă вăхăтра 3 душман ункăран çăлăнма хăтланнине асăрханă. Лару-тăрăва хăвăрт хак парса Константинов рядовой автоматран тĕл персе вĕсен çулне пÿлнĕ.