Ыттисен сывлăхĕ çинчен шухăшла...
Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси" 15-мĕш саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туллин ĕçлеме пуçлать. Унăн хăш-пĕр статйи малтанах вăй илнĕччĕ-ха. Пирĕн хутлăхра, тĕслĕхрен, асăннă документ кун çути куричченех влаç органĕсенче, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕпе спорт учрежденийĕсенче тата ытти вырăнта пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ хутлăх туса хунă.
Саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе "Чăваш Ен" фондпа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пресс-конференци йĕркелерĕç. Мероприятие Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн, ЧР Экономика министерствин представителĕсем те хутшăнчĕç.
Тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн кăçалхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчи номерĕнче паллашма пултаратăр.