Шăпăрлансем шавланă чух Шăплат шăпланмĕ
Вăрмар районĕнчи Ыхра çырмине Шăплатран тарăн вар уйăрать. Хальхи вăхăтра официаллă документсенче вăл уйрăм ял шутланма пăрахнă, калаçура вара сыхланса юлнă-ха. Вулакана паллаштарас çемье - Васильевсем - шăпах унта пурăнать. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Асли-кĕçĕнни мĕнлерех шухăш-тĕллевпе пурăнать? Мĕншĕн машина вырăнне лашана кăмăллаççĕ ку кил-йышра? Йĕкĕрешсем тыткаларăшĕпе пĕр пек-и, расна-и?
Кăсăклă çемьепе тĕплĕнрех паллашма "Хыпарăн" çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчи номерне алла тытăр.