Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Родби хулинче пауэрлифтинг енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Планетăри чи вăйлă спортсменсем выртса штанга йăтассипе вăй виçнĕ.
Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕ, унта пурăнакансен тăрăшулăхне пула, юлашки çулсенче лайăх енне самай улшăнчĕ. Такам килсе туса парасса кĕтес йăла тахçанах манăçа тухнă. Ик-виç çул каялла ялти пĕвесене тасатрĕç, унтан ял çывăхĕнче автобуспа çула тухакансем валли чарăну туса лартрĕç.
Ĕнер Шупашкарти аэропортра пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш авиарейс уçăлнă - 220 çын Airbus /А 321/ самолетпа Анталья хулине çула тухнă.
ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкартан самолетсем Турцие вĕçме тытăнасси çинчен республикăра пурăнакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
"Коррупципе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăхланса пыни сисĕнет, çакна граждансен, бизнес-тытăмсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăмсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла тăк тĕрĕс еннелле утатпăр", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне.
"Пирĕн ĕçре нимĕнле вак-тĕвеклĕх те çук. Эпир малтисенчен вĕренессине, вĕсен опытне çул парассине яланах тĕп вырăна хума тăрăшнă", - тет Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă çĕр çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Валентина Белова. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех "Красный фронтовик" колхозăн агрономи службине ертсе пынă.
Мĕнлерех тăрăшулăхпа тата пуçарулăхпа ĕçленĕ çак хĕрарăм?
Республикăн шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" вĕренÿ центрне Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ. Мĕнпе чапа тухнă-ха вăл? Çитĕнĕве камсем туптаççĕ? Çак тата ытти пирки центр директорĕ Наталия Панченко каласа кăтартать.
"Ачасене çĕнтерме пулăшар" статьяна хаçатăн эрне кунхи, майăн 30-мĕшĕнчи, номерте вулăр.
Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Унта тем тĕрлĕ тупра та - тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк-алка, шÿлкеме - пур. Кун пирки тĕплĕнрех "Асанне арчи" - пуласлăх сăпки" статьяна вуласа пĕлĕр.
Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев повеç-калав çырса çеç мар мухтава тухнă. Пĕлес текенсене "Ырă йăла-йĕркепе пуян повеç" статьяна вулама сĕнетпĕр.
Юлашки тапхăртисенчен пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, халăхсен хушшинчи VII Шупашкарти кинофестивальпе çыхăннăччĕ. Тĕп хулари пур кинотеатрта тенĕ пекех иртрĕç унпа çыхăннă ĕçсем. Мероприятисене пин-пин çын çитсе курчĕ. Шупашкарсем çеç мар, Патăрьелсемпе Хĕрлĕ Чутайсем те паллашрĕç кинофестиваль хăнисемпе.