Чăваш Ен пики - тĕнче чемпионки

30 Çу, 2014

Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Родби хулинче пауэрлифтинг енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Планетăри чи вăйлă спортсменсем выртса штанга йăтассипе вăй виçнĕ.

Дание тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен 300 ытла атлет пухăннă. Чи пысăк командăсенчен пĕри - Раççей спортсменĕсем. Çĕр-шыв чысне 49 пăхаттир хÿтĕленĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен пики Анастасия Петрова та хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкар пики 57 килограмлă виçере тупăшса тĕнче чемпионкин ятне тепĕр хут çирĕплетнĕ. Пирĕн ентеш ку хутĕнче 137,5 килограмлă тимĕр снаряда йăтма пултарнă. Чăннипе, Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă хĕрĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар: пултаруллăскер тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш хут çĕнтернĕ. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ çулсенче Европа чемпионкин ятне тăватă хут çĕнсе илнĕ.