Монако княжествин профессорĕпе тĕл пулнă
Паян Шупашкар хулинче "Чĕрен ишеми чирĕн кăткăс формине сиплемелли стратеги тата тактика" темăпа регион конференцийĕ уçăлчĕ. Унта тĕнчери паллă кардиологсем те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Монако княжествинчи кардиоторакал центрĕн ертÿçи Винсент Дор профессор. Ĕнер хăнана тата республикăри кардиологсен пĕр ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннă.