Монако княжествин профессорĕпе тĕл пулнă

5 Çĕртме, 2014

Паян Шупашкар хулинче "Чĕрен ишеми чирĕн кăткăс формине сиплемелли стратеги тата тактика" темăпа регион конференцийĕ уçăлчĕ. Унта тĕнчери паллă кардиологсем те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Монако княжествинчи кардиоторакал центрĕн ертÿçи Винсент Дор профессор. Ĕнер хăнана тата республикăри кардиологсен пĕр ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннă.

"Сывлăх сыхлавĕн пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ - çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланни, ача-пăча ытларах çурални. Винсент Дор профессор шанăç çухатнă пациентсене ура çине тăратма пултарать. Тавах ăна çакăншăн", - терĕ Михаил Игнатьев тĕл-пулăва уçнă май.

"Хыпар" хаçатăн çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче тухнă номерĕнче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Рубрика: 
Теги: