Шăрпăк та, вут та - тетте мар

Ашшĕ-амăшĕшĕн тăван пепки вилнинчен пысăкрах хуйхă тĕнчере текех çук. Шел, аслисем асăрхаса çитерейменрен тата ытти сăлтава пула пĕчĕкскерсем пурнăç илемĕпе туллин киленсе кураймасăрах унран уйрăлаççĕ. Акă кăçал пушарта 5 ача вилнĕ.

Çăлавçăсене кăçал ача-пăча шăрпăкпа вылянăран пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ ÿсни те пăшăрхантарать. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче çак сăлтава пула "хĕрлĕ автан" 14 хут ташланă, пĕлтĕр çак тапхăртах - 10. Урăхла каласан ÿсĕм - 40%. Телее, вĕсенче çын вилни пулман.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн эрне кунхи номерĕнче.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА