Чăваш хĕрĕсем - чи вăйлисем

28 Çу, 2014

Бакура армспорт енĕпе юниорсен Европăри чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн республика спортсменĕсем те хутшăннă.

Вĕсенчен пĕри - Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ Олеся Игнатьева. Çирĕм пĕррĕри пултаруллă хĕр студентсен çĕр-шыври ăмăртăвĕнче темиçе хут та палăрнă: икĕ хутчен чемпионка ятне тивĕçнĕ. Хальхинче те Алексей Атласкин тренерăн вĕренекенĕ турнира ăнăçлă вĕçленĕ: сулахай алăпа кĕрешсе Олеся хăйĕн виçинче пурне те парăнтарнă, сылтăммипе вăй виçсе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ытти ентешĕмĕрсем - Эльмира Алеева, Ксения Аврамова, Марина Иванова - Азербайджан тĕп хулинчен медальсемпе таврăннă. Мускав командинчи чăваш хĕрĕсем Кристина Тихоновăпа Ирина Кутузова - кĕмĕл пизерсем.

Рубрика: