Çĕнĕ çул уявĕсем савăнăçлă иртчĕр, кану кунĕсене нимĕнле инкек те шар ан кăтарттăр. Çак тĕллевсене пурнăçлассине Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче пăхса тухрĕç.
Тунтикунхи канашлу çанталăк тивĕçлĕ службăсене каллех тĕрĕсленине сÿтсе явнипе вĕçленчĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче çанталăк япăх пулнă май каллех темиçе районти хăш-пĕр ял электричествăсăр юлнă. Республика Пуçлăхĕ çакăншăн çанталăк кăна айăплă пулма пултарнине хирĕçлемест, анчах промышленноç министрне ыйтăва тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.
Тунтикунхи канашлура культура министрĕ Светлана Каликова архивсен ĕçне йĕркелес ыйтупа сăмах илчĕ. Муниципалитет округĕсем йĕркеленине, ял тăрăхĕсем пĕтнине кура вĕсен докуменчĕсене архива упрама памалла. Анчах районсен архивĕсем резинăран мар — хăшĕсем 100% тулнă. Хушма пÿлĕмсем уйăрассине тивĕçтермелле. Тепĕр енчен, архивсенче çынсем çителĕксĕр. Хăш-пĕр районта — пĕрер кăна. Министр штатсене пысăклатма ыйтрĕ. Комсомольскинче ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тума хатĕр-мĕн — хальччен пĕр çын ĕçленĕ, тепĕр çынна йышăнаççĕ.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мел çине куçарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă — пулăшу ĕçĕсен пысăк пайĕпе паян Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă кану кунĕсене пăхмасăр тата талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те усă курма пулать. Массăллă 87 пулăшу ĕçне электрон мел çине куçарнă.
Çулталăк вĕçленсе пырать, анчах бюджет укçипе усă курас енĕпе хăш-пĕр тытăм тĕлĕшпе ыйтусем пур. «Паллах, ĕç-пуç пĕлтĕрхинчен лайăхрах теме пулать, анчах ку лăпланмалли сăлтав мар», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — «васкаманнисене» правуртарах ĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Эстрада артисчĕсен союзĕ вокал искусствинче çĕнĕ ятсем тупса палăртмашкăн «Уçă саслă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.
Пултарулăх ăмăртăвĕ дистанци мелĕпе иртĕ. Конкурсантсен ĕçĕсене Чăваш Республикин культурăпа искусство деятелĕсем, преподавательсемпе педагогсем хаклĕç. Ÿсĕме кура тăватă ушкăна пайлĕç: 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, 18-25 çулсенчисем, 25-35 çулсенчисем, 35 çултан аслăраххисем. Номинацисем: соло, ансамбль тата хор.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн XXXIII конференцийĕн шăматкун иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче партиецсем авăн уйăхĕнчи суйлава пĕтĕмлетрĕç, ытти ыйтăва тишкерчĕç.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шалу парăмĕ 3,6 миллион тенкĕ чакнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне тăватă организацири 72 çын умĕнчи парăм 4,18 миллион тенкĕ шутланнă. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Республикин Ĕç инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин пĕлтерчĕ.