«Тулашран витĕм кÿме тăрăшĕç»
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн XXXIII конференцийĕн шăматкун иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче партиецсем авăн уйăхĕнчи суйлава пĕтĕмлетрĕç, ытти ыйтăва тишкерчĕç.
Конференцие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ, пухăннисен умĕнче сăмах илчĕ. Вăл 2022 çул вĕçленсе пынă май çĕршыв черетлĕ суйлав тапхăрне кĕрессине палăртрĕ. 2024 çулта Раççей Президенчĕн суйлавĕ иртĕ. «Паянхи ларутăрăва шута илсен пире тулашран витĕм кÿме тăрăшасси куçкĕрет, — терĕ Олег Николаев. – Эпир çакна кăçалах туятпăр ĕнтĕ. Витĕм кÿмелли нумай инструмента пирĕн çинче тĕрĕслеççĕ. Пĕрле пулса, йăласене çирĕп пăхăнса кăна çакна хирĕç тăма, тĕллевсене пурнăçлама пултарăпăр».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсене пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ. Ун шучĕпе, парти программи Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшсе тăрать. Вĕсем иккĕшĕ те Президент палăртнă наци тĕллевĕсене, республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене татса парассине тĕпе хураççĕ. Олег Николаев çавăн пекех «анлă правительство» мелĕпе пĕрле ĕçлени пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Çакă тĕрлĕ йышăнăва хатĕрленĕ тапхăртах вырăнсенчи ыйтусене тĕплĕ шута илме, бюджет укçипе тухăçлă усă курассине тивĕçтерме май парать. Çак мелпе, ун шучĕпе, муниципалитетсен шайĕнче те усă курни вырăнлă. Кунашкал формат ыйтусене вырăнсенчи депутатсемпе пĕрле сÿтсе явассине тивĕçтерĕ.
Партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов авăн уйăхĕнчи сасăлава пĕтĕмлетнĕ май республикăри 19 районта муниципалитет округĕсен депутачĕсен пухăвĕсем йĕркеленнине палăртрĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» суйлавра 333 мандат çĕнсе илнĕ — суйлавçăсен 86,5% унăн кандидачĕсемшĕн сасăланă. Ку — парти историйĕнчи чи лайăх кăтарту. Çакă, иккĕленмест Леонид Ильич, республикăра пурăнакансем партин халăх программине ырланине çирĕплетет.
Анчах суйлав, ун шучĕпе, чикĕ кăна. Халĕ çынсен шанăçне тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. «Вырăнсенче çивĕч ыйту нумай, эпир вĕсене пĕлетпĕр», — терĕ вăл. Çав шутра — çулсем, ача сачĕсем, шкулсем тăвасси, вĕсене юсасси, сывлăх сыхлавĕпе культурăна аталантарасси, газ кĕртсе пĕтерессине тивĕçтересси, ял-хулана хăтлăлатасси. Çаксене пурне те республикăн 2023 çулхи бюджетĕнче шута илнĕ. Парти пуçарнипе унта социаллă политика тăкаксен тĕп статйи пулассине çирĕплетнĕ. Регион бюджечĕн 63% — çак тĕллевсем валли. Паллах, экономика, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшасси çине те алă сулман.
Парти членĕсен умĕнчи тĕллевсен шутĕнче Леонид Черкесов çавăн пекех ятарлă операцие хутшăнма мобилизациленнисен çемйисене пулăшассине курать. «Вĕсен ачисене, мăшăрĕсене, ашшĕ-амăшне тимлĕхсĕр хăварма юрамасть», — терĕ вăл. Çынсем, ун шучĕпе, абстрактлă шантарусене мар, партиецсен чăн ĕçĕсене шанаççĕ. Партин, пусăм тусах каларĕ Леонид Ильич, умри тĕллевсене пурнăçламашкăн кăмăл та, вăй-хăват та пур.