Комментари хушас

20 Раштав, 2022

Сыхлăха вăйлатĕç

Çĕнĕ çул уявĕсем савăнăçлă иртчĕр, кану кунĕсене нимĕнле инкек те шар ан кăтарттăр. Çак тĕллевсене пурнăçлассине Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Хĕллехи çак уявсене уйрăмах ачасемпе çамрăксем кĕтеççĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн заместителĕ Наталья Поздеева пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ организацийĕсенче раштавăн 15-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 9-мĕшĕччен 700 тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Каярахпа вара эпидеми лару-тăрăвне шута илсе пĕр вăхăтра тата пĕр вырăнта йышлă ача пухăнассинчен сыхланса ушкăнсем çине пайлама йышăннă. Çавна май мероприятисен шучĕ 3 пинрен те иртнĕ. Унта 160 пине яхăн ача хутшăнасса кĕтеççĕ.

«Çак тапхăрта хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисемпе, яваплă çынсемпе канашлусем ирттернĕ. Канмалли кунсенче дежурство йĕркелеме палăртнă. Видеосăнав хатĕрĕсем юсавлă ĕçлеççĕ. Учрежденисен ĕçченĕсемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас тĕлĕшпе инструктаж ирттернĕ. Ачасене чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантарнă, эвакуаци çулĕсене кăтартнă. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче те ку ыйтăва çĕкленĕ», — каласа кăтартрĕ Наталья Поздеева.

Культура учрежденийĕсенче те Çĕнĕ çул уявĕсене анлă паллă тума хатĕрленеççĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, çав кунсенче 1200 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Уяв вăхăтĕнче 2 пин ытла парво хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, дружинниксем общество вырăнĕсенче йĕркелĕхе сыхлĕç.

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта, хула администрацийĕсен ертÿçисем Денис Спирин тата Дмитрий Пулатов каланă тăрăх, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнассине çирĕп йĕркеленĕ. Уяв кунĕсенче общество вырăнĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Сăмахран, фейерверксене ятарласа уйăрнă вырăнта кăна сирпĕтме ирĕк парĕç. Çакна валли Шупашкарти кашни районтах ултă-çичĕ лапам йĕркеленĕ, Çĕнĕ Шупашкарта çиччĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра та, каярахпа та пиротехникăпа суту-илÿ тăвакан лавккасене тĕрĕслесех тăрĕç.

Сывлăх сыхлавĕн заведенийĕсенче те, социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсенче те хăрушсăрлăхшăн яваплă çынсене çирĕплетнĕ, сыхлăх мероприятийĕсене палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче тимлĕхе ÿстермеллине, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасран сыхă тăмаллине пусăм тусах асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru