Комментари хушас

15 Раштав, 2022

Шалу парăмĕ чакнă

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шалу парăмĕ 3,6 миллион тенкĕ чакнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне тăватă организацири 72 çын умĕнчи парăм 4,18 миллион тенкĕ шутланнă. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Республикин Ĕç инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин пĕлтерчĕ.

Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне Ĕç инспекцине шалу парăмĕсем пирки граждансенчен 340 /пĕлтĕр 836/ ыйту килнĕ. Прокуратура, Следстви комитечĕ тата ĕç тăвакан влаç органĕсем пĕрле вăй хурса 738 çынна 28,8 миллион тенкĕ шалу парăмне парса татнă. Пĕлтĕрхи вун пĕр уйăхра, сăмах май, 2149 ĕçчен умĕнчи 37 миллион тенкĕлĕх шалу парăмне тÿленĕ.

«Шалу тÿлес енĕпе Ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн должноçри 61 çынна, 29 юридици сăпатне, 7 предпринимателе штрафланă, 199 асăрхаттару хатĕрленĕ, тăватă организаци ертÿçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйупа РФ Следстви комитетне материал тăратнă. Шалу ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах пулас çукки çинчен асăрхаттарас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Предприяти-организаци ертÿçисене çакăн евĕрлĕ 1833 асăрхаттару /пĕлтĕр — 287/ ярса панă», — каласа кăтартрĕ Алексей Метелкин.

ЧР Ĕç инспекцийĕн ĕçченĕсем, Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, шалу парăмĕ пур предприяти ертÿçисемпе, конкурс управляющийĕсемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă ыйтусене татса парассине уполномоченнăй ытти органпа та сÿтсе яваççĕ, панкрута тухнă предприятисен сучĕсене хутшăнаççĕ, урăх регионсен опычĕпе усă кураççĕ.

Ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессипе, официаллă майпа ĕçлеменнисен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин 2023 çулхи ĕç-хĕл планне çирĕплетрĕç. Унпа ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Чăваш Енри Ĕç паракансен пĕрлĕхĕ тата Чăваш Республикинчи «Чăвашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлĕхĕ социаллă ĕçтешлĕх килĕшĕвне çирĕплетрĕç. «Çак документăн кашни пайĕ экономикăн пур сферин аталанăвĕпе тачă çыхăннă», — терĕ республика ертÿçи Олег Николаев.

www.hypar.ru