Уйрăм зона бизнеса налук çăмăллăхĕсемпе илĕртĕ
Патшалăх Канашĕн черетлĕ 14-мĕш сессийĕнче депутатсем 25 саккун проектне пăхса тухрĕç. Хăшĕ-пĕри тавра самай хивре калаçу пулчĕ
Газ кĕртме пулăшмалли саккун
Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зонине туса хунă май унăн резиденчĕсене налук çăмăллăхĕсем паракан саккун проекчĕпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вĕсене федераци саккунĕ те çăмăллăхсем парать, çийĕнчен регион та çак майпа усă курма пултарать. Сăмах организацисен тупăшĕнчен илекен налук пирки пырать. Проектра ăна малтанхи 5 çулта нульпе танлаштарма пăхнă, унтан вăл пысăкланать — 5% пулать, кайран — 13%. Çавăн пекех резидентсене транспорт налукĕнчен те хăтарасшăн.
Депутатсен ыйтусем çуралчĕç те — вĕсене хуравланă май министр 2031 çулччен хайхи çăмăллăхсене пула тухса ÿкекен налуксен виçи 2 миллиард тенкĕ урлă каçассине палăртрĕ. Анчах çав вăхăтрах бюджета кĕрекен ытти тÿлев пулĕ. Çийĕнчен — 1 пинрен кая мар çĕнĕ ĕç вырăнĕ. Налук çăмăллăхĕсемпе усă куракан категорисен йышне анлăлатма сĕнекен те пулчĕ, анчах ку сĕнĕве сивлерĕç — саккун проектне ырларĕç.
Уйрăм çынсен çурчĕсене газификацилеме патшалăх енчен пулăшмалли саккун проекчĕпе паллаштарнă май ĕçлев министрĕ Алена Елизарова документ РФ Президенчĕ нумаях пулмасть иртнĕ Энергетика эрнинче панă хушупа килĕшÿллĕн çуралнине çирĕплетрĕ. Проектра граждансен газ оборудованийĕ туянма тата хăйсен çĕр лаптăкĕсен чиккинчи газ кĕртмелли ĕçсем валли янă тăкакĕсене саплаштарассине палăртнă. Анчах — 100 пин тенкĕрен ытла мар. Çак çăмăллăхпа инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, тĕрев кирлĕ ытти категорири çынсем усă курма пултарĕç.
Газ кĕртсе пĕтерессине паллă парти хăйĕн пуçарăвĕ тесе хакланине кура каллех кун пирки ыйту пулчĕ — Алена Геннадьевна саккун проектĕнче ку самант сăнланманнине çирĕплетрĕ. Игорь Моляков инфратытăмшăн яваплă комитет председателĕ пулнипе усă курса газификаципе çыхăннă ĕçе тиркерĕ: газ кĕртесси уксахлани, ун шучĕпе, çынсен çак тăкаксем валли укçа çитменнипе çыхăннă. Çийĕнчен газ тарифĕ ÿссех пырать — «хăшĕсем вутăпа хутни йÿнĕрех теççĕ» имĕш. Пусăм тусах каларĕ: «Ку — хайхи парти проекчĕ мар, çак ĕç валли халăх укçи каять». Ун шучĕпе, газификацие тÿлевсĕр тумалла — «Газпром» суперимпери тупăшĕ çапла тума май парать». Паллах, ку сăмахсем зала витĕм кÿреймерĕç — проект улшăнмасăр саккун статусне йышăнĕ.
Транспорт хуласене пăхăнмасть
Транспорт министрĕ Владимир Осипов пассажирсене илсе çÿремелли полномочисене муниципалитетсенчен республика шайне парассине «симĕс çутă» паракан саккун проекчĕпе депутатсен умне тухрĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен транспорт тилхепи пулмасть — полномочисем ЧР Транспорт министерствине куçаççĕ. Икĕ хулари троллейбус управленийĕсене пĕрлештерсе пĕр предприяти туса хураççĕ. Улшăнусем çавăн пекех икĕ хула хушшинчи транспорт çÿревне йĕркелессине те пырса тивеççĕ. Çĕнĕ маршрутсем уçăлаççĕ, çынсем пĕр транспортран тÿрех тепĕр транспорта куçса ларнă чухне тÿлевсĕр абонементсемпе усă курĕç.
Министр палăртнă тăрăх, çак ыйтусене икĕ хула администрацийĕпе пĕрле тĕплĕ тишкернĕ. Транспорта çÿреттересси тăкаклă пулнине кура вĕсем çак ĕçе хăйсем çинчен хаваспах сиреççĕ-мĕн. Анчах депутатсен хушшинче «хаваслă маррисем» те тупăнчĕç. РЛДП представителĕ Константин Степанов, перевозчиксен интересĕсене яланах хÿтĕлекенскер, ку хутĕнче те сăмах илмесĕр юлмарĕ. Тÿррĕн каларĕ: хуласен влаçĕсен енчен хальччен те общество транспорчĕ тĕлĕшпе тимлĕх пулман. Çакă ансат тĕслĕхсенче те палăрать. Ытти транспорта хĕстерсе Шупашкарта, авă, троллейбус-автобус валли уйрăм йĕрсем турĕç, хĕл çитнĕ май юр пирвайхи хут лайăх çусанах çав йĕрсем юр айне пулчĕç, автобуссен вара 2-3-мĕш йĕрсем çинех тухма тивет. Пандеми вăхăтĕнче влаçсем троллейбус управленине пулăшнă, уйрăм çынсен транспорчĕ вара çак тĕреве туйман. Çийĕнчен вĕсене хаклă терминалсем туянтараççĕ, ытти енĕпе хĕстереççĕ-мĕн — «пулăшас вырăнне чăрмантараççĕ çеç».
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсем — саккун майлă. Михаил Резников та, хăй вăхăтĕнче транспорт министрĕ пулнăскер, сăмах илчĕ. «Чăвашавтотранса» пĕтернине аса илтерчĕ — ăна упраса хăварма вара ун чухне пĕтĕмпе те 60 миллион тенкĕ кăна кирлĕ пулнă. Халь, ав, республика шайĕнче предприяти йĕркелеме тивет... Вăл кирли куçкĕрет. Михаил Сергеевич ăна, çĕннине, ача пек упрама сунчĕ. Николай Николаев иккĕрен пĕрре туса йĕркелекен çĕнĕ предприятие пулăшса пыма чĕнсе каларĕ. Общество транспорчĕ ниçта та тупăшлă мар, тарифсем тăкаксене саплаштараймаççĕ — тĕрев кирлех. Шупашкарти троллейбус управленийĕнче хăй те пĕрре кăна мар пулнă май унти лару-тăрăва лайăх пĕлет: иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенчи пек — аталантармалла. Çав шутра унта ĕçлекен çынсен шалăвне те ÿстермелле.
Хаклă Леонид Ильича — пысăк тав!
Кун йĕркинчи ыйтусен тишкерĕвĕ вĕçленсен хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе сăмах илмелли ирĕкпе депутатсем пĕри те тепри усă кураканччĕ, ку хутĕнче вара хастарлăх палăрмарĕ — Çĕнĕ çул умĕн хăшĕ-пĕрин кăмăлне пăсас темерĕç пулинех. Игорь Моляков кăна Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă «Т Плюс» компание черетлĕ хут тапăнчĕ: концесси килĕшĕвне пурнăçламасть имĕш, тарифсем каллех нумай пысăкланнăшăн та вăлах айăплă...
Константин Степанов трибуна умне тухнине кура пĕрпĕр ыйтупа тиркевлĕ калаçу пуçарать пулĕ тенĕччĕ, анчах, тĕлĕнмелле те, вăл Патшалăх Канашĕн ертÿлĕхне... ырларĕ: «Кăçал парламентра демаршсем пулмарĕç, ПК ĕçĕн йĕркелĕвĕ лайăх — эсир, хаклă Леонид Ильич, Патшалăх Думинче ĕçленин витĕмĕ куçкĕрет...» Ăна кура Игорь Моляковăн кăмăлĕ те çемçелчĕ: «Чăнах та, хальхи парламентра чылай лăпкăрах». Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенешкел, Леонид Черкесов спикер хăй те Патшалăх Канашĕн кăçалхи юлашки сессине хупнă май пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, çитес çул сессисене тата тухăçлăрах йĕркелеме, сывлăхлă пулма сунчĕ.
Комментари хушас