Шупашкарти хальхи ÿнер центрĕнче "Чăваш ен сăнĕсем" курав уçăлчĕ
Ăна Паллă çынсен çулталăкне халалланă. Унта республикăри художниксен союзĕн членĕсен ĕçĕсене - портретсемпе скульптурăсене - тăратнă. Çак ĕçсене тумашкăн республика грант уйăрнă.
Ӳнерçĕсен ĕçĕсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл портретсенче сăнланнă мухтавлă ентешĕмĕрсем тĕрлĕ отрасль аталанăвне пысăк тÿпе хывнине, вĕсене асра тытмаллине палăртрĕ.