Комментари хушас

6 Чÿк, 2022

"Хыпар" турнирĕн иккĕмĕш кунĕнче пăхаттирсем икĕ енлĕ кĕрешÿре мала тухассишĕн тупăшрĕç

Кире пуканĕ йăтассипе абсолютлă чемпион ятне Санкт-Петербургран килнĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ Иван Марков çĕнсе илчĕ. Чи йывăр виçере Киров облаçĕнчи Егор Демышевпа Чăваш каччи Александр Павлов пьелесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе командăсен хушшинче тĕп наградăна Киров спортсменĕсем тивĕçрĕç. Чăваш Енпе Тутарстан командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...