Ҫул япӑххине пула шкул автобусӗ ҫӳреймест
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патне Канаш районĕнчи Алешево ялĕнчен килнĕ Наталия Ивановăн – ултӑ ача. Иккĕшĕ — усрава илнĕскерсем. Ачасен шкула çӳремелле — пилĕк километрти Хучеле çуранах утаççĕ иккен. Çуркунне-кĕркунне вăрман урлă çӳреççĕ те — çул кĕскерех, хĕлле вара... «Унта хуçасăр йытăсем те чупаççĕ. Йĕркеллĕ çитеççĕ-ши — кашни кун хăраса тăратăп», — куçĕсем йĕпенмеллех хумханса калаçрĕ хĕрарăм.
Çийĕнчен садик те çав шкулпа пĕрлех, Наталия Анатольевна пĕчĕк ачисене унта çӳреттереймест – «килте ларма тивет». Шкул автобусĕ пур, анчах Ивановсен ачисем валли мар. Сăлтавĕ — Алешевăна пыракан çул япăххи. Çавăнпа район администрацийĕ шкул автобусне унта çӳреттереймест.
Олег Николаев хĕрарăм нушине уçăмлатса хатĕрленĕ хут çине ыйту авторĕн умĕнчех район администрацийĕн Сергей Михайловăн ячĕпе тивĕçлĕ хушу çырчĕ: Ивановсен ачисене шкула транспортпа илсе çӳрессине йĕркелемелле, Транспорт министерствипе пĕрле çула йĕркене кĕртес ыйтăва вăраха ямасăр тишкермелле. Шанăçпа хавхаланнă хĕрарăм йышăну пӳлĕмĕнчен Олег Алексеевича тав туса тухрĕ.
Комментари хушас