Комментари хушас

9 Чÿк, 2022

4% кăна пулсан та — çапах хушăм...

Республикăн кăçалхи бюджечĕн кăрлач-авăн уйăхĕсенчи тупăшĕ 58,4 миллиард тенкĕрен ирнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,7% пысăкрах. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Правительство бюджета тăхăр уйăхра мĕнле пурнăçланине уçăмлатакан отчета çирĕплетрĕ. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, бюджета укçапа тивĕçтерес тĕлĕшпе хамăрăн тупăш ÿсни курăмлă: вăл 30 миллиард тенкĕ патне çывхарнă — пĕлтĕрхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи виçерен 20,7% пысăкрах. Çав шутра налук тупăшĕ палăрмаллах, 19,2%, пысăкланнă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук 16% ытла хушăннă, акцизсем тата ансатлатнă йĕркепе илекен налуксем вара 31-36% чухлех пысăкланнă. Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 28 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă — 4,2% нумайрах.

Республикăн патшалăх парăмĕ çулталăк пуçланнăранпа 2 миллиард ытла тенкĕлĕх пысăкланнă. Çакă, уçăмлатрĕ Михаил Геннадьевич, ака тата утă уйăхĕсенче инфратытăм бюджет кредичĕн икĕ траншĕ тата муниципалитетсен парăмĕсене татмалли бюджет кредичĕ килнипе сăлтавланнă. Çавна май патшалăх парăмĕ халь 10 миллиард тенке çывхарать.

Ларура темиçе саккун проектне ырларĕç. Вĕсенчен пĕри ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Вĕсемпе ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Лариса Арсентьева паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курассине пырса тивеççĕ. Унпа усă курмалли право çуралсан ача çуратмалли çуртра хăварнă тата амăшĕ усрава пама килĕшнĕ ачасене шута илмĕç. Çавăн пекех саккун проектĕнче çемье капиталĕн укçин пĕр пайне ача вĕрентÿ енĕпе панă лицензипе ĕçлекен уйрăм предпринматель патĕнче вĕреннĕшĕн тÿлеме ярассине ирĕк пама пăхнă. Сăмах май, маларах амăшĕн капиталĕпе çемьесем автомобиль туянма пултарассине çирĕплетнĕччĕ те — Олег Николаев республикăра çак майпа усă куракансем пурри-çуккипе кăсăкланчĕ. Лариса Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе икĕ çемье капиталпа автомобиль туянма кăмăл тунă.

Патшалăхăн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсене аталантармалли программине улшăнусем кĕртесси те нумай калаçтармарĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов программăри укçан пĕр пайне, 1 миллион тенке, пĕр статьяран теприне куçарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак укçа «Газпром газораспределение Шупашкар» АОна арендăна панă пурлăхăн рынок хакне çĕнĕрен палăртма кирлĕ.

Ларăвăн кун йĕркинче Министрсен Кабинечĕн унччен кăларнă йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту чылай пулчĕ. Çав шутра — РФ Пенси тата социаллă страховани фондне туса хунипе никĕсленнĕ тÿрлетÿсем. Тата — юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине 4% ÿстересси çинчен калаканнисем. Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, çут çанталăкпа усă курассипе, çул-йĕр хуçалăхĕпе, предпринимательлĕхе пулăшассипе, туризмпа, культурăпа çыхăннă сферăсен ĕçченĕсен шалăвне ÿстерессине çирĕплетрĕç. Чăваш МИХĕсен юлашки çулсенче ĕç укçи енĕпе ытла та хисепсĕр журналисчĕсемшĕн те кăмăллă хыпар темелле-тĕр — списокра массăллă информаци хатĕрĕсем те пур. 4% кăна пулсан та — çапах хушăм...

www.hypar.ru