Комментари хушас

3 Чÿк, 2022

Шăпăрлансем тимлĕхсĕр юлмĕç

Муркаш районĕнчен килнĕ Светлана Никитинăна Москакассинче ача сачĕ çукки пăшăрхантарать — çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ патне пынӑ вӑл. Ачи 4 çулта-мĕн — ăна темиçе километрти Орининри садике илсе çӳреме тивет. Маршрутка ача сачĕ патне çитмест те — çулăн пĕр пайне çуран утмалла.

Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Москакассинче ача сачĕ тумалли план пур, анчах проектпа смета документацийĕ хальлĕхе хатĕр мар-ха. Светлана Насипкалиевнăшăн ПСД ыйтăвĕ çĕнĕлĕх мар — район влаçĕсенчен «документсем экспертизăра» текен хурава пĕрре кăна мар илтнĕ. Тĕрĕсех, ку, Олег Алексеевич каланă тăрăх, документсен пахалăхĕ тивĕçтерменнипе сăлтавланнă – вĕсене тавăрса пама тивнĕ. Вăл шантарсах каларĕ: документсене кăçал хатĕрлесе çитереççĕ, тепĕр çул стройка пуçланатех. Москакассинче 160 ачана /юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне шкулчченхи çулсенчи ачасен йышĕ шăпах 161-пе танлашнă/ йышăнмалăх садик ĕçлеме тытăнĕ. Ача амăшне «район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов юлташ Çĕнĕ çул хыççăн, кăрлач варринче, йышăнăва чĕнсе хатĕрленӳ ĕçĕсем мĕнле шайра пулни пирки каласа парĕ» — кун пирки те ун ячĕпе тивĕçлĕ хушу пулĕ. «Юлташ мар çав... Юлташ пулнă тăк — тахçанах садик туса паратчĕ пуль», — калаçăва тăсрĕ хĕрарăм. Москакассинчи кивĕ садик ĕçлеме пăрахнине те аса илтерчĕ: «Ун чухнехи пуçлăх Тимофеев ăна икĕ сехетре хупса кайрĕ. Шăнкăравлаççĕ: ачуна килсе ил... 2021 çулта çĕнĕ ача сачĕ пулать тесе шантарса хăварчĕ...»

— Тимофеев та сирĕн юлташ мар пулас... — шӳтлерĕ Олег Алексеевич.

— Юлташ мар — паллакан кăна. Вăт, эсир садик туса патăр тăк — юлташ мар, тăван вырăнĕнче пулатăр! Эпĕ çамрăк вĕт-ха — тата виçĕ ача çуратма та пултаратăп! — садик кирлине сăлтавласа çĕкленӳллĕ кăмăлпа калаçрĕ Светлана Никитина.

— Упăшкăр хирĕç пулмĕ-и?

— Эй, упăшкаран халь кам ыйтса тăрать? — шӳтлĕ калаçу сĕмне çухатмарĕ хĕрарăм.

Олег Алексеевич та кулсах ячĕ. Калаçса татăлчĕç: 2024 çул тĕлне Москакассинче садик строительствине тивĕçтермелле. Район влаçĕсем кутăнлашма пăхрĕç тĕк — Светлана Насипкалиевна халь ăçта тĕрĕслĕх шырамаллине пĕлет: «Манăн лайăх пĕлĕш пур тейĕп», — сывпуллашрĕ вăл ЧР Пуçлăхĕпе.

www.hypar.ru