Комментари хушас

7 Чÿк, 2022

Чăваш йăли-йĕркине упрасчĕ

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕ пуçарса янипе регионсем хушшинче 1-мĕш хут «Чăваш йăли-йĕркисем» ятпа фестиваль иртрĕ. Унта пĕтĕмпе республикăн тĕрлĕ районĕсенчен тата Мари Республикинчен 200 яхăн 14-26 çулхи çамрăксем тата вĕсен ертÿçисем, çамрăк таврапĕлÿçĕсемпе хаклă хăнасем хутшăнчĕç. Фестивале пĕрлешÿ ертÿçи Сергей Сорокин тата унăн секретарĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕç.                                                                                          

Ноябрĕн 4-6-мĕшĕсенче иртекен фестивале çак кун Шупашкар районĕнчи Çÿлтикасси шкулĕнче вĕрентекен Татьяна Волковăпа Ольга Михайлова ертсе пыракан шкул ачисен ушкăнĕ те хутшăнчĕ. «Чăваш Республикинче иртекен Паллă ентешсен ячĕпе тата Раççейри халăхсен хушшинчи культура эткерлĕхĕн çулталăкне тĕпе хурса Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕ çак проекта пуçарса ячĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхине, наци йăли-йĕркисене Чăваш тата Раççейри ытти регионсем хушшинчи çамрăксем хушшинче сарасси», - терĕ Ольга Тимофеева. Сергей Сорокин чи малтанах тĕпчев ĕçĕсене ярса панă çамрăксене ырларĕ унтан фестивалĕн программипе паллаштарчĕ. "Пирĕн пĕрлешÿ Чăваш Енри чăвашсене кăна мар пĕтĕм тĕнчери чăвашсене пĕрлештерсе тăрать. Эпир чăваш халăх йăли-йĕркине упратпăр. Çитес çул, июлĕн 1-5-мĕшĕсенче иртекен çуллахи фестивале хутшăнма чĕнетĕп", - терĕ Сергей Сорокин фестивале пуçарнă май. Малалла калаçăва Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедрин заведующийĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Васильева, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн доценчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш тумĕн ăсти Зинаида Воронова, истори наукисен кандидачĕ Сергей Щербаков, археолог, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн наука сотрудникĕ,  истори наукисен кандидачĕ Николай Масляков, педагогика наукисен кандидачĕ Марина Вишневская, Вырăс географи пĕрлешĕвĕн республикăри уйрăмĕн экспедици ушкăнĕн ертÿçи Дмитрий Алексеев, «Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ, режиссер, документалист Алексей Енейкин, культурологи наукисен кандидачĕ Владимир Алмантай, филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина, Чăваш наци музейĕн фончĕн тĕп управçи Оксана Мишенькова тăсрĕç, ачасене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. «Чăваш тĕрри, сĕм авалтан сыхланса юлнă. Вăл чи пуянни. Чăваш тĕрри тĕрлĕрен –  пĕр енлĕ, икĕ енлĕ, икĕ сийлĕ пулать. Моисей Спиридонов кăларнă тĕрĕсен альбомĕ тăрăх тĕрлетпĕр. Хĕр качча тухма килĕшсен пулас упăшкине тĕрленĕ тутăр парнеленĕ. Унта хăйсен раттисене палăртса тăракан паллăсем тĕрленĕ. Пулас арăмăн – «çĕнĕ çыннăн» тĕрленĕ пĕркенчĕк пур», - паллаштарчĕ тĕрĕсемпе Раиса Васильева. Сцена çине тухнă хăюллă хĕрпе каччă тутăрпа пĕркенчĕке хăйсем çине уртса пăхрĕç. Чăваш хĕрĕпе хĕрарăмĕсен тумĕпе Зинаида Воронова паллаштарчĕ. Сергей Щербаков вырăсла «Чăваш Ен Раççейпе тĕнче шайĕн историйĕнче» темăна хускатрĕ. «Мĕн пуррине тупса, ăна малалла тĕпчемелле», - терĕ вăл, вăхăт иртнĕçемĕн нумай истори материалĕ çухалнине палăртса. Николай Масляков археолог чăвашсен авалхи чи сăваплă вырăнсене – «Киремет» вырăнĕсене тĕпчени çинчен, унта тупнă япаласем çинчен каласа кăтартрĕ. Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕ тăрăхĕнчи Киремет вырăнĕнче чавса тупнă япаласене пысăк экран çинче курма ачасене питĕ кăсăклă пулчĕ. Дмитрий Алексеевпа Алексей Енейкин пĕлтĕр Вырăс географи пĕрлĕхĕ ирттерекен, 28 çынран тăракан экспедиципе пĕрле Баренцево тинĕсĕнче вырнаçнă Кильдин утравĕ çинче пулса курнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пуç хунă салтаксен вил тăприсене тупса йĕркене кĕртнĕ, çар техникине шыранă. Алексей Енейкин «Экспедиция на остров Кильдин» фильм ÿкернĕ. «Алсиб» çулĕпе çул çÿревре пулнă çамрăксем вырăнти чукча, эвенк, амолон тата юкагер халăхĕсен пурнăçĕпе, вĕсен йăла-йĕркипе, тумĕсемпе ташшисемпе паллашнă, фильмсем ÿкернĕ. «Чукчăсен те пирĕн пек сăмах нумай.  Сăмахран, чула - чол, аттене атте теççĕ. Юкагир халăхĕн чĕлхипе калаçакан çукпа пĕрех – 20 аслă ăрури çын кăна калаçаççĕ. Вĕсен халăхĕсем ĕмĕр çут çанталăкпа пĕрле пулнине хăйсен культури урлă, ташăсемпе наци пуянлăхне кăтартаççĕ. Вĕсенчен пирĕн тĕслĕх илмелле», - терĕ Алексей Енейкин фильмпа паллаштарнă май çамрăксене культурăпа чĕлхене упрама сĕнсе. Фильма кăтартнăшăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Чейпе кукăльсен тăхтавĕ хыççăн фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче ачасем тĕрлĕрен ăсталăх класĕсемпе паллашрĕç. Чăваш наци библиотекин сайра кĕнекесен уйрăмĕн аслă библиотекарĕ Наталья Котик чăваш голографи ăсталăхне кăтартрĕ, чĕрниллĕ ручкăпа çырма вĕрентрĕ. Çак йĕркесен авторĕ те шкула кайнă чухне чернил тултарнă авторучкăпа çырнине аса илсе ăсталăх класне хутшăнчĕ. Мари Республикинчи Звенигово хулинчен 13 вĕрентекенпе фестивале килнĕ Надежда Воробьева вĕрентекен те чăвашла «ÿ» сас паллирен тăракан сăмахсене хăйĕн хитре почеркĕпе çырчĕ. Эпĕ ăна сăмахсен пĕлтерĕшне вырăсла куçарса патăм. Варвара Николаева библиотекарь ачасене каснă йывăç пуленккисен ячĕсене пĕлме вĕрентрĕ. Чăваш литература пайĕн библиотекарĕ Роза Степанова ачасене пазлсемпе Чăваш Республикин карттине пухма вĕрентрĕ. Çĕмĕрле таврапĕлÿçи Анатолий Пояндаев ачасене йăх тымаррин йывăççине тума вĕрентрĕ. Людмила Ильина библиотекарь ачасен пĕр ушкăнне библиотекăпа экскурси туса паллаштарчĕ. Людмила Федотова ертсе пынипе çавра сĕтел хушшине вырнаçнă хĕрачасем хаваспах тĕрлеме вĕренчĕç. Федор Павловăн «Ялта» драми 100 çул тултарни çинчен ачасене Татьяна Семенова библиотекарь каласа кăтартрĕ. Залра чи кăсăкли, кĕнекесенчен ăсталанă «çăл» пулчĕ. Çÿлтикассинчи ачасен «Калинушка» ташă ушкăнĕн ертÿçи Нелли Белаш ачасене чăваш ташшине вĕрентрĕ. Сергей Щербаков хăйĕн «Слеза ангела» фильма пысăк экран çинчен вырăсла титрсемпе кăтартрĕ. Ывăнма пĕлмен, хастар ачасем ертÿçĕ аллинчен Хисеп хучĕсене  тивĕçрĕç. Ярса панă тĕпчев ĕçĕсемшĕн Вера Анисимова 1-мĕш, Карина Черновăпа Елизавета Шошина 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Фестивале пухăннă аслисене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ – Чăвашлăхпа унăн историне тĕпчесе, сыхласа хăварасси, йăла-йĕркесене упрасси тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарасси. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче фестиваль малалла Станъялĕнчи «Чăваш Кĕрĕм» этнопаркра тăсăлчĕ. Унта хутшăннă ачасем – «Чăваш туйĕпе», «Салтака ăсатни» тата ытти йăла-йĕркепе, музейпа паллашрĕç, тĕрлĕрен ăмăртусенче тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсем кунта та Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.                                                                                                

www.hypar.ru Николай Смирнов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: