Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула çитес çул юсĕç
«Ку çула эпĕ лайăх пĕлетĕп, çавăнпа эсир çĕклекен ыйтăва та хутсене пăхмасăрах хуравлама пултаратăп», — иртнĕ юнкун хăйĕн патне йышăнăва килнĕ çынсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев калаçăва çапла пуçларĕ. Тăван Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çул пирки сăмах пырать те, паллах, унпа çыхăннă ыйту уншăн кĕтменлĕх пулмарĕ.
Юлия Федоровăпа Раиса Соколова республика ертӳçи патне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь тата Тури Çĕрпӳкасси ялĕсен хушшинчи çула йĕркене кĕртес ыйтупа килнĕ. Олег Николаев вĕсене кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ: çак çула юсассишĕн райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров та питĕ тăрăшать, мĕншĕн тесен вăл çул çӳрекен çынсене те питĕ кирлĕ, çав вăхăтрах çав тăрăхра вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Проектпа смета документацине экспертизăна панă, экономика енĕпе йывăрлăхсем тухса тăмасан строительство ĕçĕсене çитес çул пурнăçламалла — ыйту татăлĕ.
Анчах «аппетит апатланнă чухне килет» тенешкел, хĕрарăмсенчен пĕри меллĕ самантпа усă курас терĕ ахăр: ун шучĕпе, хайхи çула Анат Çĕрпӳкасси таранах тăссан аван пулмалла — Етĕрне еннелле тӳртен çӳреме май пулĕ. Ку ыйтупа вăл влаçсен ячĕпе 2015 çултан тытăнса пĕрре кăна мар çыру çырнă-мĕн... Олег Алексеевичăн ăнлантару ĕçĕ ирттерме тиврĕ...
Вăл республика пĕлтерĕшлĕ çулсен тăршшĕ 10,5 пин километрпа танлашнине аса илтерчĕ. Паллах, пĕтĕмпех харăсах юсама, реконструкцилеме укçа çитмĕ. Çавăнпа пĕлтерĕшлисене, çак самантра кирлисене шута илмелле. Анат Çĕрпӳкасси те уншăн палламан ял мар. Унта асфальт çул пулман. Пассажирсен юхăмĕ те çук. Çул тăвас тăк — çĕнĕрен сармалла, çийĕнчен темиçе çырма урлă каçмалла — питĕ хакла ларĕ. Çав вăхăтрах Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай хушшинчи асфальтсăр сыпăк пур — ун çине алă сулса сахал çын пурăнакан Анат Çĕрпӳкассине çул тăсма ниепле те май çук. Иккĕшĕнчен хăшĕ пĕлтерĕшлĕрех — çавна суйласа илме тивет. «Кашни кил умне, шел те, асфальт илсе çитерейместпĕр», – пулчĕ унăн хуравĕ.
Комментари хушас