Новости по теме

28 Чÿк, 2022

Пĕр шут темиçе налука улăштарĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Порфирьева кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен пĕрлехи налук шучĕ çинчен каласа пачĕ.

28 Чÿк, 2022

Тарифсен индексацийĕн вăхăтне маларах куçарнă

Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, ресурссен тарифĕсем пысăкланни ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкернĕ темăсенчен пĕри пулчĕ.

Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Правительстви тарифсен индексацийĕн вăхăтне çур çул маларах куçарнă — çитес çулхи утă уйăхĕнче пулмалли индексаци раштавăн 1-мĕшне куçать. Вăл çулталăк çурăлăх пулать. Урăхла каласан черетлĕ индексаци 2024 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна пулĕ.

23 Чÿк, 2022

Транспорт çÿревĕ пассажиршăн меллĕ пулмалла

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ Патшалăх Канашĕн сессине аса илтерчĕ теме те юрать: Правительство сакăр саккун проектне тишкерчĕ. Парламентра тишкерÿ тепĕр чух хивре калаçу çуратать, кунта вара проектсене тавлашмасăр ырларĕç — уйрăмлăхĕ çавă çеç.

23 Чÿк, 2022

Тавар мĕнле нумайрах сутмалла?

Çак ыйту хуравне паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Таварпа тивĕçтерекен» суту-илÿ сессийĕнче шырарĕç.

Унта апат-çимĕç хатĕрлекенсемпе халăх туянакан тавара туса кăларакансем хутшăнчĕç, пĕрремĕш хутра йĕркеленĕ продукци куравĕпе паллашрĕç.

22 Чÿк, 2022

Проектсене пурнăçа кĕртеççĕ

Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал 21 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă, 9 уйăхра палăртнă ĕçсен 63 процентне пурнăçланине пĕлтерчĕç стратеги аталанăвĕпе проектсем енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

21 Чÿк, 2022

Правительство çуртĕнче транспорт отраслĕн ĕçченĕсене чысларĕç

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев транспорт тытăмĕ çĕнĕлсе пынине, ĕçре хальхи йышши технологисемпе анлăн усă курнине палăртрĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов каланă тăрăх, транспортниксем çĕнĕ проектсене пурнăçлас енĕпе хастар ĕçлеççĕ, отрасле цифровизацилессипе лайăх утăмсем тăваççӗ.

21 Чÿк, 2022

Парăмçăсен укçипе икçĕре яхăн çурта юсаса çĕнетме пулать

Çакна Республикăри тĕп юсав фончĕн пуçлăхĕ Светлана Баранова Чăваш Енри региона ертсе пыракан центр социаллă сетьсемпе усă куракансемпе йĕркеленĕ тÿрĕ эфирта каланă.

Вăл палăртнă тăрăх, хваттер харпăрçин е управляющи компанин çурт кивелнине çирĕплетекен документсене Строительство министерствин комиссине леçмелле. Ыйтăва пăхса тухнă чухне çуртра пурăнакансенчен сахалтан та 95 проценчĕ тÿлев хывнине тата тĕп юсав фондĕнче укçа пухăннине шута илеççĕ.

15 Чÿк, 2022

Пуçлăхсен ротацийĕ тата муниципалитет реформинчен нумай кĕтни çинчен

Муниципалитет реформи, юлашки çулсенче республикăра нумай калаçтарнăскер, вĕçленсе пырать. Вырăнсенче паян муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене суйлаççĕ, çĕнĕ 2023 çула вĕсем суйланнă пуçлăхсемпе кĕрĕç. Çав вăхăтрах Правительство çуртĕнчен сигналсем килеççĕ: республика влаçĕсене районсен администрацийĕсен хальхи пуçлăхĕсен кагорти пĕтĕмпех тивĕçтермест.

Pages